Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮБИЛЕЙПЕ, ВАЛЕНТИНА НИКОЛАЕВНА!

Августăн 19-мӗшӗнче пултаруллă çыравçă, сăвăç тата композитор РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, ЧР Профессилле писательсен союзӗн пайташӗ Валентина Николаевна Тарават 75 çул тултарчӗ.

Паллă çыравçă Валентина Николаевна Тарават пирӗн ентеш. Вăл Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ. Халӗ Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткин ялӗнче пурăнать. Творчествăлла пурнăçӗ унăн пуян та интереслӗ. Валентина Николаевна тухăçлă ӗçлекен çыравçă, пӗтӗмпе вăл вăтăра яхăн кӗнеке çырса кăларнă. Шанатпăр, малашне те пире çӗнӗ хайлавсемпе савăнтарсах тăрӗ.
Валентина Тарават «Суварпа» та туслă, калавӗсемпе сăввисем хаçатра тухсах тăраççӗ. Малтан редакцире ӗçлекенсем, унтан вара вулакансем унăн хайлавӗсене юратса вулаççӗ, кӗтеççӗ. Валентина Николаевнăна пурнăçри тӗрӗсмарлăх, çынсен хушшинчи ултав, кӗвӗçӳ, ăмсану тарăхтарать. Юрату, пӗр-пӗрне пулăшса тӗрев пани, этем ӗçченлӗхӗпе тăрăшулăхӗ вара хавхалантараççӗ. Çаксем пурте унăн сăвви-калавӗнче, повеçӗсенче сăнарланаççӗ. Вӗсем вулаканшăн пурнăç кӗнеки пулса тăраççӗ.
Валентина Николаевнăна юбилейпе саламласа çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, творчествăра хавхалану сунатпăр.
«Сувар» редакцийӗнче ӗçлекенсем. (Р.Игнатьев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана