Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юхма Мишши Ҫӗнӗ Шупашкар ятне улӑштарма сӗнет

Ҫак шухӑша ҫыравҫӑ иртнӗ шӑматкун Хусанта вулакансемпе тӗлпулнӑ чухне каларӗ.

Ҫыравҫӑ Шупашкарта Хаяр Иван скульптурине лартнине сивлет. Ҫакна  пӗлсен, унран хӑй кама палӑк лартнӑ пулӗччӗ тесе ыйтрӑмӑр.
"Пайтул Искеева, – пулчӗ хурав. – Вӑл Степан Разинпа пӗрле патшана хирӗҫ ҫар пуҫтарса кӗрешнӗ. Чӑвашсем ҫак пӑлхава ирӗклӗхе тухма май паракан вӑрҫӑ тесе шутланӑ." Пайтул парӑнман, паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ. Ун палӑкне лаша ҫине утланнине лартас килет". 
Ӑсчах команди Пайтула пытарнӑ вырӑна шыраса тупнӑ, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче вырнаҫнӑ. Анчах ҫак вырӑна сарӑлса пыракан стройка пӗтерме пултарать. Юхма Мишши Ҫӗнӗ Шупашкар ятне Пайтулпа улӑштарасшӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев