Сувар

ЮХМА Мишши: "УТМĂЛ ÇУЛ ЫТЛА АВАЛЛĂХА ТӖПЧЕРӖМ"

Михаил Николаевич Юхма (Ильин) 1936 çулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Сăкăт ялӗнче çуралнă. Вăл – прозаик, драматург, куçаруçă, публицист, обществăлла деятель, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ (1964). И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтне (1961), А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗ çумӗнчи Литературăн Аслă курсне (1977), ГИТИС çумӗнчи Театрăн Аслă курсне (1979) пӗтернӗ. Чăвашсен обществăпа культура центрне йӗркелесе ярса (1989) ертсе пырать. 1992 çултанпа Чăваш писателӗсен союзӗн, каярахпа (2006) ЧР Писательсен союзӗн правленийӗн пуçлăхӗ. 1966 çултанпа –​ профессиллӗ писатель.​ Вăл 300 яхăн кӗнеке çырса халăх патне çитернӗ, чылай кӗнекине ют çӗршыв тата Раççей халăхӗсен чӗлхисем çине куçарнă. Пархатарлă нумай ӗçленӗшӗн тӗрлӗ наградăсемпе хисеп ячӗсене тивӗçнӗ. 1993 çултанпа – Чăваш халăх писателӗ.

Историпе ачаран кăсăкланнă

Тӳрех палăртас пулать: чăваш çыравçисен хушшинче тăван халăх историне тӗпчесе тӗрлӗ хайлав калăплакан паянхи кунчченех сахал. Наука çыннисен хушшинче те ун пеккисем çителӗксӗр. Çавна пулах-и, тен, чăваш халăх историне, тӗпрен илсен, ХVI ӗмӗрӗн çурринчен​ пуçласа анчах çырса халăх патне çитернӗ. Унчченхи вăхăтра чăваш халăхӗ еплерех пурăннă, кам ертсе пынипе мӗнле аталанса пынă, тухса тăнă йывăрлăхсене епле чăтса ирттерсе ура çине тăнă?.. Кун пек тата чăвашсен кун-çулӗпе çыхăннă ытти кăсăк ыйтусене хуравласа çутатса кăтартакан çырнисем çукпа пӗрех.

Турра мухтав! Чăваш халăхӗ, тем пек йывăр самантсенче те, типпе юлман-ха. Вăл пултаруллă ывăлсемпе хӗрсене çуратса ӳстерсех тăрать. Хальхи тапхăра илес пулсан, ун пек пултаруллă писательсенчен пӗри вăл – Юхма Мишши. Иртнӗ çур ӗмӗр хушшинче чăваш халăхӗн историне, унăн паттăр ывăлӗсемпе хӗрӗсен пурнăçне кăтартса паракан вăл çырнă чылай романсемпе повеçсем, калавсемпе очерксем тата тӗпчев ӗçӗсем пичетленсе тухрӗç.

Çамрăк Мишша историпе мӗн ачаранах кăсăкланма пуçланă. Вăл çуралса ӳснӗ Патăрьел районӗнчи Сăкăт ялӗнчен аякрах мар тутарсемпе​ ​ вырăссем пурăнаççӗ, пит инçех те мар мăкшăсем пурăнакан ял та пур. Мӗнле майпа тӗрлӗ халăх ун пек пурăнать? Çăва çинче ăнланман чӗлхепе çырнă чул палăксене пӗрре анчах мар курнă каччă. Мӗнле çынсене пытарнă унта? Уйри çӗре чавса хӳтӗлев сăрчӗсене камсем тунă тата? Пурнăçпа тачă çыхăннă çакăн пек ыйтусенчен çуралнă та унăн чунӗнче истори ыйтăвӗсемпе кăсăкланас туртăм.

Чăваш халăхӗн аваллăхӗпе çыхăннă «Чăваш юнӗ» пӗрремӗш романа вăл хăй 20 çул тултарнă тӗле, 1956 çулхи ака уйăхӗнче çырма пуçланă. Нумай пӗлӳ пухма ӗлкӗрнӗ вăйлă шухăшлакан çамрăк каччă питех те хăвăрт çырма пултарнă. Тепӗр уйăхранах вăл истори темипе виçӗ калав хайланă: «Аттилпа Кримкиле», «Купрат патша ывăлӗ Кăтра паттăр» тата «Чăваш хӗрӗ Укаслу». Çулталăк вӗçленнӗ тӗле тепӗр виçӗ историлле балладăсен ярăмне çырса пӗтернӗ.

Чăваш халăхӗн энциклопедийӗ

Республикăри литература тӗнчине çамрăклах пысăк утăмсемпе кӗнӗ вăл. «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсенче чăваш халăхӗн авалхи пурнăçне кăтартакан «Оксана», «Элпи чечекӗсем», «Виççӗмӗш симфони» тата «Юрăçă шăпи» повеçсем пичетленсе тухнă.

Каярах çырнă «Вилӗмсӗрлӗх» тетралоги, «Эткер», «Термен», «Анне çăкăрӗ», «Атте пахчи» тата «Кăвак çӗмрен» роман вулакансене тăван халăхăн историне тӗплӗнрех те тарăнтарах пӗлме пулăшнă, чăвашсен авалхи пурнăçӗпе мухтанма тӗвтернӗ. Çӗршыври литература критикӗсем Юхма Мишшин «Мускав çулӗ» историлле романне уйрăмах пысăка хурса хакланă.

«Авалхи пăлхар-чăвашсем» кӗнеки вара чăваш халăхӗн хăйне евӗрлӗ историлле энциклопедийӗ пулать. Вулаканăн чӗринче ку кӗнекери çутă сăнарсем чăваш халăхне хисеплес, вӗсемпе мухтанас туйăмсене çуратаççӗ, тăван халăхăн историне татах та нумайрах пӗлес туртăм никӗслеççӗ. 2017 çулта Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ пулнă Н.В.Федоров республикăри пӗтӗм шкул валли çак кӗнекене хăй укçипе пичетлеттерсе кăларнă.

Ку кӗнеке малтан чăвашла, унтан вырăсла пичетленнӗ. Каярахпа вăл урăх çӗршывсенче те саланнă. Çакă писателе, паллах, çӗнӗ хайлавсем çырма хавхалантарнă. «Историлле наука тӗпчевне кашниех вуламасть. Çавна шута хурса, «Авалхи пăлхар-чăвашсем» тӗпчеври чи паллă тапхăрсем çинчен 12 историлле роман çырма палăртрăм», – каласа кăтартрӗ Михаил Николаевич. Ку вăл «Хуркайăк çулӗ» ятлă ярăм. Паянхи кун тӗлне палăртнă романсенчен 11-шне писатель çырса пичетлесе кăларнă та ӗнтӗ. Халӗ писатель 12-мӗш романне çырать. «Вăл​ Степан Разин ертсе пынă ирӗклӗхшӗн пынă кӗрешӳре палăрнă Пайтул Искеев чăваш çинчен. Питех те кăмăллă пӗлтерме – эпир тăрăшнипех​ Шупашкарти пӗр урама унăн ятне пачӗç».

Паттăрсене халăх пӗлмеллех

Истори тӗпчевӗсемпе историлле романсем çырнипе пӗрлех Юхма Мишши авалхи чăваш паттăрӗсен ячӗсене халăх пӗлмелле тăвас тесе те тăрăшать. Вăл çине тăнипех Шупашкарта Пăрттас урамӗ пулчӗ. Çакна та палăртас пулать: Юхман «Кункăш – вилӗмсӗр кайăк» историлле романӗ Мускавра пичетленсе тухнă хыççăн хайлавăн тӗп геройне Мулланур Вахитова асăнса Хусанта чаплă палăк лартрӗç.

Юхма Мишши тăрăшнипех эпир халӗ пӗтӗм тӗнчипе паллă ăсчах, арабпа мăсăльман халăхӗсем питех те хисеплекен Мехмет Ходжа-Челеби чăваш пулнине пӗлетпӗр. Вăл халӗ Вăрмар районне кӗрекен Ӗçпепе ялӗнче ХVI ӗмӗр пуçламăшӗнче çуралнă. Тӗрлӗ сăлтава пула малтан Мекке, кайран Стамбул хулине лекнӗ вăл. Тӗрӗк ăсчахӗсене чылай наукăна тӗплӗ пӗлнипе тӗлӗнтернӗ, ăна академик ятне панă. Вилес умӗн тăван ялне килнӗ. Унăн вилтăпри çине арабла çырнă чул палăк лартнă.

Михаил Николаевич чăваш халăхӗн авалхи пурнăçне архивсенче анчах мар, иртнӗ ӗмӗрсенче пурăннă вырăнсене те кайса тӗпченӗ. Çав тӗллевпех «Кӗмӗл ункă витӗр кӗмӗл çул» ятарлă çулçӳрев проекчӗ хатӗрленӗ вăл. Унпа килӗшӳллӗн чăваш халăх историйӗнчи чи сăваплă вырăнсене çитсе паллашма пулать: Пăлхар, Пӳлер, Сăвар, Сăкăт, Кăнна Кушки, Таяпа, Тикеш, Виçпӳрт, Çӗрпӳ, Чӗмпӗр, Хусан, Элшел хулисемпе ялӗсем, несӗлсен Сăваплă Ту пантеонӗ, Вилӗмсӗрлӗх çăлкуçӗ, Хӗрӗх амаçын-пике тата Валем хуçа масарӗсем. Кӗмӗл ункăра пурӗ 24 кăсăклă вырăн. Калас пулать, проектпа палăртнă вырăнсене кашни çулах Чăваш Енрен тата чăвашсем пурăнакан ытти регионсенчен çӗршер çамрăк кайса паллашать. Хăш-пӗр чухне вӗсемпе пӗрле Михаил Николаевич та çула тухать. Вăл кашни каймассеренех аваллăхпа кăсăкланакан ушкăна Пăртас тата Минин кнеçсемпе çыхăннă Шупашкар районӗнчи ватă юман патне кайса кăтартать. Юхма Мишши пӗлтериччен Чулхула тӗпчевçисем Куçма Минин ăçта тата мӗнле майпа вилни çинчен пӗлмен те иккен. Михаил Николаевич вӗсене Мининăн юлашки кунӗсем пирки тӗплӗн каласа панă. Халӗ вара Чулхула облаçӗнчи интеллигенци хăйсен паттăр ывăлне асăнса тӗрлӗ ӗçсем тума палăртнă, çав шутра Юхма Мишши çырнă «Мускав çулӗ» романа та хăйсен шучӗпе кăларасшăн.

Ӗçне кура – хисепӗ

«Ӗçне кура – хисепӗ», – тенӗ халăх хушшинче. Паллă писателе тӗнчери тӗрлӗ çӗршывсене лекцисем тата творчество тӗлпулăвӗсем ирттерес тӗллевпе йыхравлама пуçланă. Юхма Мишшипе 1998 çулта Турци Президенчӗ Сулейман Демирель тӗл пулнă. 2000 тата 2001 çулсенче Юхма Мишшине Баку хулинче Азербайджан Президенчӗ Гейдар Алиев йышăннă. Михаил Николаевичпа СССР Президенчӗ Михаил Горбачев та (1995 çул), Венгри Президенчӗ Арпат Генц та (1999 çул) тӗл пулса калаçнă.

Кӗнеке çырса кăларас енӗпе тухăçлă ӗçленӗшӗн Юхма Мишшине А.Фадеев, М.Шолохов, В.Пикуль, К.Симонов ячӗллӗ СССР тата РСФСР Писательсен союзӗсен премийӗсене парса чысланă. Унăн ют çӗршыв премийӗсем те чылай. Уншăн ООНăн ылтăн медалӗпе халăхсен хушшинчи премийӗ, «Çветтуй Руçăн Геройӗ» ятпа «Ылтăн Çăлтăр» орден çав тери паха. Вăл Чăваш Республикисӗр пуçне Тутарстан, Марий Эл тата Удмурт республикисен культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн ятне тивӗçнӗ. Историлле тӗпчевӗсене пысăка хурса, ăна чылай аслă шкулсен Хисеплӗ профессорӗ тата Хисеплӗ докторӗ ятне панă. Вăл тăван Патăрьел районӗн (1996 çул) тата Шупашкар хулин (2012 çул) Хисеплӗ гражданинӗ.

Историе пӗлмеллех

– Панă наградăсемпе хисеплӗ ятсем, пытармастăп, паллах, савăнтараççӗ, анчах та маншăн пӗлтерӗшлӗ парнесенчен пӗри – Вăрмар районӗнчи Кинчер ялӗнчи шкула хупасран çăлса хăварни, – пӗлтерчӗ Михаил Николаевич. – Вăл тӗлӗнмелле пулăм пулчӗ. Çак ӗçе пурнăçлама​ тимлӗн, çав вăхăтрах хăвăрт, шутлама тиврӗ. Ара, ку авалхи 748 çул тултарнă ялта 1882 çултах шкул уçнă пулнă, ăна 1912 çулта И.Я.Яковлев​ аслă вӗрентӳçӗ тăрăшнипе çӗнетсе анлăлатнăскере, оптимизаци тесе хупас тенӗ. Ял халăхӗ, паллах, кунпа килӗшме пултарайман. Чăваш интеллигенцийӗ 2017 çулхи çӗртме уйăхӗн 20-мӗшӗнче шкула хӳтӗлес тӗллевпе ялта митинг ирттернӗ. Тăрăшнин усси пулнах. Паянхи кун çак шкулта 100 яхăн ача вӗренет. Асăннă шкул халь Юхма Мишши ячӗпе хисепленет.

Çулӗсем сахалах мар пулсан та Юхма Мишши халӗ те малалла талпăнса ӗçлет. «Хăй халăхӗн авалхи кун-çулне пӗлмен çыннăн пурнăçӗ туллин пулаймасть, çавăнпа та телейлӗ те ăнăçлă малашлăх пултăр тесен кашни этемӗн историе пӗлмелле, – тет Михаил Николаевич. – Çавна шута илсе, малашне тумалли ӗçсем манăн темӗн чухлех». Чăнах та, çак тапхăрта паллă писатель тăрăшсах чăвашсен тепӗр паллă ывăлӗ Ермак кнеç çинчен архив материалӗсене пухать.

Çапла, кунне-çӗрне пăхмасăр тăван халăхăн иртнӗ кун-çулне тӗпчесе кӗнекесем çырать писатель-историк. «Сывлăх тата вăй-халăм çитнӗ чухне пулăшас тетӗп тăван халăха хăйӗн аваллăхне пӗлме», – илемлӗ çӳçӗсене майлаштарса кăмăллăн пӗлтерет халăх юратакан писатель.

Михаил КРАСНОВ,

ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ. ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: