Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юхтӑр юрӑ, янратӑр кӗвӗ

Фольклор вӑл пирӗн мӑнаҫлӑх тата пысӑк культура пуянлӑхӗ

Пӗрлӗхре вӑй
ТР Халӑхсен Ассамблеипе Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫурчӗсӗр мероприятисем ирттерме йывӑра килетчӗ пуль. Вӗсен специалисчӗсем кирлӗ канаш та параҫҫӗ, ӗҫре те пулӑшаҫҫӗ. "Сувар" хаҫат информаци пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерет. Хамӑр та маххӑ памастпӑр вӗт. Йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Константин Малышевпа "Аталан" ушкӑн хастарӗсем илемлӗ сценарий хатерленӗ, ун тӑрӑх концерт режиссерӗ Сильвия Чаркина репетици ирттерет. Чӑваш Наци радио редакторӗ Алексей Александровпа "Сӑрнай" ансамблӗн солисчӗ Дмитрий Глухов ертсе пыракансем. Палӑртнӑ кун пурте салтаксем пек, хӑйсен вырӑнӗсенче.
Юхтӑр юрӑ
Концерта Ҫырчаллинче пурӑнакан пӗртӑван Давыдовасен дуэчӗ хӗр йӗррипе пуҫларӗ. Авалтан килекен сасӑ ахрӑмӗсем нумайӗшӗн ӑнне кӗрсе хӑйсем качча кайнине аса илтерчӗҫ пулӗ. 10 минут хушшинче тулса ларнӑ зал шӑп-шӑпӑрт итлесе ларать. Фольклор вӑл пирӗн мӑнаҫлӑх тата пысӑк культура пуянлӑхӗ.
Иккӗмӗш конкурсантка Кристмна Шумилкина Теччӗ районӗнчи Хупкӗпертен, вӑл Полина Борисова репертуарӗнчи юрра шӑрантарчӗ. Виҫҫӗмӗш – Ҫарӑмсан районӗнчи Анна Иванова юрларӗ. 9-мӗш коас кӑна пӗтернӗ пулин те, вӑл ӗнтӗ нумай юрӑ конкурсӗнче ҫӗнтерме ӗлкӗрнӗ.
Янратӑр кӗвӗ
Хут купӑс сассисӗр мӗнле-ха чӑваш уявӗ. Аксу районӗнчи Эдуард Ильинпа Светлана Колесникова дуэчӗ пирӗн шухӑшсене каллех яла,​ чӑваш уявне тавӑрчӗ. Купӑс сасси илемлӗ. Куракансем тӑваллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ финалистсене.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта врача вӗренекен Валерия Юманова Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упирен. Вӑл ҫӗнтернӗ юрӑ конкурсӗсен те шучӗ пысӑк. Финалистсене тӑрӑшса суйланине концерт пынӑ хушӑра ӑнланса илетӗн. Юроакансем пӗринчен пӗри ирттереҫҫӗ. Хусанти чӑваш ҫвмрӑкӗсен "Ӗмӗт" ансамблӗ эстрадӑра пӗрремӗш утӑмсеҫ кӑна тӑвать-ха, ҫапах вӗсем ҫирӗп те тӗреклӗ.
Гала-концертра 7-мӗш Олеся Илифанова юрларӗ. Вӑл Нурлатра виҫӗ ансамбле ертсе пырать: ачасен "Ҫӑлтӑр", аслисен "Ҫӑлкуҫ", ваттисен "Ветеран". Хӑй те ҫӑлкуҫ пек шӑнкӑртатакан сассипе зала тыткӑнлама пӗлет. Теччӗри Ирина Козлова сасси те унран кая мар. Хальхи вӑхӑтра декретра ларакан Ирина Л.Мартьянова сӑввипе Н.Праулова​ кӗвӗленӗ​ пурте пӗлекен "Чечек акрӑм та" юрра суйласа илнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев