Сувар

Кăмпа вăрлăхне те акаççӗ

Рустам Минниханова Анатолий Самаренкин кăмпа цехне кăтартрӗ

Рустам Минниханов республика аграрийӗсене тӗрӗслесе ӗçлӗ вӗçевсем ирттернӗ май Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшелӗнче те чарăнчӗ. Тӗш-тырра районти 43,8 пин гектар çинче акаççӗ.

– Çураки вӗçленсе пырать, юлашки гектарсене акатпăр, – тенӗ президента район пуçлăхӗ Камиль Гилманов. – Хирсенче çӗнӗ техника ӗçлет.  

ТР Ял хуçалăх министерствин пуçлăхӗ Марат Ахметов палăртнă тăрăх, АПК аталанăвӗпе Аксу районӗ республикăра 16-мӗш вырăн йышăнать. Талăкне районти ӗнесенчен 98 тонна сӗт суса илеççӗ. Республика ертӳçин шухăшӗпе çак кăтартăва самай ӳстерме пултараççӗ аксусем.
 

Рустам Минниханов Кивӗ Мăкшелӗнчи Кăмпа цехӗнче те пулса курчӗ. Анатолий Самаренкин президента 1,5 гектар çӗр çинче вырнаçнă хуçалăха кăтартса çаврăнчӗ, технологипе паллаштарчӗ. Уйăхсерен 6 тонна вешенка кăмпи туса илеççӗ кунта ӗçлекен 20 çын.  
ТР Президенчӗн Пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: