Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юлашки салтак тупӑниччен вӑрҫа манма юрамасть

Республикӑра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттăрӗсем ҫинчен астӑвӑма упрас тесе пысӑк ӗҫ илсе пырӑнать.

Вӑрҫӑра 1945 ҫулта пуҫне хунӑ Антон Шлыков тӑванӗсене вӑл илсе ӗлкӗреймен награда хучӗсемпе орденсен удостоверенийӗсене панӑ.
РФ Президенчӗн Тутарстанри йышӑну пӳлӗмӗнче документсене паттӑрӑн хӗрӗпе мӑнукне панӑ. Вӗсене парас церемоние Тӗп ҫар округӗн командующийӗ генерал-полковник Александр Лапин видеоҫыхӑнупа хутшӑннӑ. Документсене ТР ҫар комиссарӗ Сергей Погодин генерал-майор тата республикӑн федераллӑ инспекторӗ Виктор Демидов панӑ. Церемоние ТР ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова та хутшӑннӑ.

Александр Лапин Хусанти подчиненныйӗсене Антон Шлыков тӑванӗсене саламласа удостоверенисемпе награда хучӗсене пама хушнӑ.
"Антон Шлыкова вилнӗ хыҫҫӑн Отечество Вӑрҫин пӗрремӗш степеньлӗ Орденне памалла тунӑ пулнӑ. Пӗрремӗш наградине – Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр Орденне – вӑл 1944 ҫултах тӑгманӑн темиҫе пулемёт расчетне тӗп тунӑшӑн илмелле пулнӑ, анчах суранланса госпитальте лекнипе илеймен",–каласа панӑ Сергей Погодин. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттăрӗсем ҫинчен астӑвӑма упрас тесе пысӑк ӗҫ илсе пырӑнать. Ӗнтӗ 700 пин ытла хушамат пухӑннӑ тата 40 пин сӑнӳкерчӗк.
Май килнӗ таран чаплӑ лару-тӑрура документсемпе чысланӑ хыҫҫӑн Антон Шлыковӑн хӗрӗ Людмила Субботина ашшӗне манманшӑн тав тунӑ.
"Эпир унӑн вӑрҫӑри ҫулне тӗпченӗччӗ. Майӑн 9-мӗшӗнче унӑн наградисем пурри ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пирӗн ҫар комиссариатне ҫырса ятӑм, унтан кукаҫейӗн памасӑр юлнӑ орденӗсем пур тесе ҫирӗплетрӗҫ, –каласа панӑ журналистсене Анатолий Шлыков мӑнукӗ Николай Субботин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев