Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юлашкинчен чăваш дискотеки пулать

Августăн 11-мӗшӗнче Хусанти «Хура кӳлӗ» паркра чăваш культурипе паллаштаракан «Пурнăç йывăççи» фестиваль иртет. Ăна хула Ӗçтăвкомӗпе ТР ЧНКА пӗрле ирттереççӗ. Уяв ӗç хыççăн 18:00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетчен пырӗ

Унта килекенсем ваттисен сăмахӗсене аса илӗç, масмак тума вӗренӗç, йывăçран эреш касса кăларма тата чӳлмек çавăрма.

Уяв хăнисем Юхма Мишшипе тата унăн кӗнекисемпе тӗлпулӗç, чăваш ташшине ташлама хăнăхӗç, чăвашла кино та кăтартӗç Хура кӳлӗре, çынсен тухья-хушпу туянма та май пулӗ, «Сувар» хаçат çырăнма та.

Унсăр пуçне чăваш юмахне итлесе киленме май пулать, Тутарстан тата Чăваш Ен фольклор ушкăнӗсен юрри-ташшине итлесе савăнма. Августа Уляндина ертсе пыракан «Ярды» ансамбль те фестиваль хăнисене тӳлевсӗрех савăнтарӗ. Йӗркелекенсем шантарнă тăрăх, юлашкинчен чăваш дискотеки пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев