Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЙӲЛЕ ЯНĂ ТИЛХЕПЕНЕ ТУРТСА СӖТӖРМЕ ПУÇЛАÇÇӖ

Хăвăрт тӳлевсен системи (СБП) урлă кăçал Раççей çыннисем 4,7 триллион тенкӗлӗх 800 миллион онлайн-уçка куçарăвӗ тунă

Çавна пулах пулмалла, çитес çултан Центробанк кредит организацийӗсенчен уйрăм çынсем хушшинчи укçа куçарнисем пирки мӗн пур информацине ыйтса илӗ.

Çӗнӗ отчет формисен тӗп тӗллевӗ – банксен кăтартусем панине оптимизацилесси тата тӳлев услугисем çинчен актуаллă информацине илесси, тесе пӗлтернӗ Центробанк представителӗ журналистсене.

Тӗрӗслевсем ирттернӗ вăхăтра ЦБ р2р куçару пирки информацие кирек хăш банкран та ыйтса илме пултарать.

Ку ӗçре налоговиксен кăсăкланăвӗ те пур пулмалла. 4,7 триллион тенкӗ вӗт вăл. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев