Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮМАХ ТӖНЧИНЧЕ

Tăван чӗлхе кунне халалласа

Раççей халăхӗн культура еткерлӗхӗн çулталăкӗн витӗмӗпе Тăван чӗлхе кунӗ тӗлне Хупкӗпер ял хутлăхӗнчи библиотекăра кӗçӗн классенче вӗренекенсем валли «Ача-пăча фольклорӗн çӗршывӗ» литературăпа таврапӗлӳ çулçӳревӗ иртрӗ.
Марина Канашева библиотекарь ачасене чăваш халăх юмахӗсен историйӗ çинчен каласа пачӗ. Ачасем «Тилӗ-ташăçă», «Çил ачисем» тата «Ăслă хӗрача» юмахсене тимлӗн итлесе ларчӗç. Сăнарсен савăнăç-кулянăвне чӗрене çывăх илсе вӗсемпе пӗрле хурланчӗç, вӗсемпех хӗпӗртесе кулчӗç.
Юлашкинчен юмахçă ыйтăвӗсене пӗр йăнăшсăр хуравларӗç.
Марина КАНАШЕВА,
Теччӗ районӗ,
Хупкӗпер.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев