Сувар

Юнармеецсен ӗҫне 30 направленипе хакланӑ

Малти вырӑнта Тутарстан

Пӗтӗмраҫҫейри смотр-конкурсра "Юнармиян" Тутарстанри регион уйрӑмӗ ҫӗнтернӗ. Ҫакӑн ҫинчен Тӗп ҫар округӗн пресс-служби пӗлтерет. 2019 ҫулхипе танлаштарсан, Тутарстанри "Юнармин" вырӑнӗ икӗ пункта лайӑхланнӑ.
Смотр-конкурсра 60 регион хутшӑннӑ. Вӗсен командисене 30 направленипе хакланӑ, ҫав шутра ҫарпа патриотизм тата ҫарпа спорт мероприятийӗсене йӗркелес енчен те.
Мероприяти пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстан Республикин "Юнармийӗ" 1089 балл пухнӑ. Ун хыҫҫӑн 848 балл пухнӑ Калуга облаҫӗн команди вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗш вырăна Ставрополь крайӗн "Юнармийӗ" йышӑннӑ, унӑн 801 балл.
2019 ҫулта Самар облаҫӗн юнармеецӗсем ҫӗнтернӗ пулнӑ.
Мала тухнӑ 10 регион хушшине Мускав, Волгоград облаҫӗсен, Чӑваш Республикин, Красноярск крайӗн, Кемерово тата Ростов облаҫӗсен командисем кӗнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: