Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать

 Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет

Юнкун республика территорийӗнче кунӗпе тӑман тустарасса кӗтеҫҫӗ синоптиксем, ҫулсем ҫинче пӑрлак пуласса.

Тутарстанри МЧС начар ҫанталӑкра асӑрханмалли пирки аса илтерет. Урама тухнӑ чухне урана меллӗ, ашӑ, шуман пушмак тӑхӑнмалла. Йӗлтерпе  ярӑнас е вӑрмана каяс текенсен хӑйсемпе пӗрле ӗҫлекен телефон тата навигаци хатӗрӗ илмелле. 

Машинапа ҫӳрекенсен, сасартӑк чарӑнасран асӑрханса, пӗр-пӗрин хушшинче хӑрушлӑхсӑр дистанци тытса пымалла. Хӑрушӑ маневрсем тӑвассинчен те питӗ сыхланмалла. Ҫавӑн пекех шкулсем, чарӑнусем ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. 

МЧС водительсене пысӑк кирлӗлӗхсӗр ял хуласенчен тухса ҫӳреме кирлӗ марри ҫинчен калать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев