Юр айӗнчен мӗн кӑна тухмасть
Экологи министерствин специалисчӗсем республикӑра пурӑнакансене территорисене тасатма тухма чӗнеҫҫӗ
Тутарстанра апрелӗн 1-мӗшӗнчен санитарипе экологи икӗуйӑхлӑхӗ пуҫланать.
Пӗлтӗр вӑл самоизоляци тапхӑрӗпе пӗр вӑхӑта килнӗрен, унта хутшӑнакансен шучӗ питӗ сахал пулнӑ. Кӑҫал экоактивистсен шучӗ ӳсессе кӗтеҫҫӗ.
"2020 ҫулти санитарипе экологи икӗуйӑхлӑхӗн пӗтӗмлевӗсем тӑрӑх, 3 пин ытла йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе палӑртнӑ. Ку кӑтарту иртнӗ ҫулхинчен икӗ хут сахалрах. Экологие пӑсакансене 5,3 млн тенкӗ ытла штраф тӳлетернӗ, ку виҫӗмҫулхинчен 4 хут сахалрах. Пӗлтӗр
РФ Правительствин йышӑнӑвӗ тӑрӑх, мӗн пур планлӑ тӗрӗслеве чарса тӑнӑ. Надзор мероприятийӗсене обращением тӑрӑх, фактсемпе кӑна ирттернӗ", – тесе пӗлтернӗ ТР Экологи министерствин пресс-службин ертӳҫи Лилия Мулюкова.
2020 ҫулта ҫурхи икӗуйӑхлӑх коммунальщиксем, муниципаллӑ йӗркеленӳсен ӗҫченӗсем ҫине тиенчӗ. Иртнӗ ҫулсенче территорисене тирпей кӗртес ӗҫе 1 млн таран ҫын хутшӑннӑ.
Экологи министерствин специалисчӗсем республикӑра пурӑнакансене территорисене тасатма тухма чӗнеҫҫӗ. Чи хастаррисене хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ. "Экоҫуркунне-2021" акцине июнь пуҫламӑшӗнче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Йӑла тӑрӑх, республикӑра чи лайӑх экоҫемьене, экопредпиятие, ача садне тата шкула, килкартишне суйлаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев