Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юр ирӗлсе пӗтиччен

ШĔМ ветеранĕ Владимир Ярухин кĕçĕн тăван çĕршывĕнче „Йĕлтĕр йĕрĕ – 2022“ спорт ăмăртăвне ирттернĕ çĕре хутшăннă. Иртнĕ шăматкун Çĕпрел районĕнчи ÇĕнĕУпи ялне килнĕ хăнасем, хуçасем чунĕнчен савăннине пĕлтерчĕ хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.

- Ăмăртăва çулсерен В.И.Чапаев ячĕллĕ колхоз председательне  Е.П. Ярухина халалласа йĕркелетпĕр. Болельщиксем, курма килнисем йĕлтĕр çине тăнисенчен самай нумайрахчĕ. Ним тĕлĕнмелли те çук - тупăшусем Упи тăрăхĕнче чаплă иртеççĕ, - паллаштарчĕ  спорт мероприятийĕпе Владимир Егорович. – Йĕлтĕр йĕрĕ çине ку спорт тĕсне юратакансем, шкул ачисем, профессионалсем, ентешсем, Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республики çыннисем тăчĕç. Ăмăрту чыславран пуçланчĕ. Расна дистанцие тухнă, тĕрлĕ çул-ÿсĕмри спортсменсене старт параканĕ - Сергей Еремеев судья.  

Хĕллехи соревнование йĕркеленкенсем - Е.П.Ярухин ывăлĕсем. Вĕсемех çĕнтерÿçĕсемпе призерсене кубоксем, медальсем, дипломсем, парнесем пачĕç. Вĕçленме вара спорт уявĕ уçă сывлăшра вĕри чей ĕçнипе, шÿтлесе-калаçса пĕрле сăн ÿкерĕннипе вĕçленнĕ.

– Паян выляса яракансем çук кунта – пурте çĕнтерÿçĕ, - терĕ Çĕпрел районĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Ярухин илемлĕ ĕçлĕ куна пĕтĕмлетсе.

Улатимĕр ЯРУХА АЧИ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев