Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юр мӗншӗн шурӑ тӗслӗ мар?

Ҫакнашкалах юр Тутарстанра кӑна мар, Оренбург тата Ульяновск облаҫӗсенче те ҫунӑ.

Тутарстанӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче сарӑ юр ҫуни пирки тӗрӗслев пырать

Паян социаллӑ сетьсенче сарӑ тӗслӗ юр ҫуни ҫинчен калакан хыпарсем йышлӑн тухнӑ. Ҫак факт пирки экологсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ ТР Экологи министерствинче. 

"Тутарстанӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче сарӑ юр ҫунӑ. Юр тӗсӗ чӑнах та маларах ҫунинчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл Азнакай, Лениногорск, Пӗкӗлме районӗсенче витнӗ",– тесе ҫирӗплетеҫҫӗ соцсетьсенче ҫыракансем. 

Унсӑр пуҫне социаллӑ сетьсенче ҫакнашкалах юр Оренбург тата Ульяновск облаҫӗсенче ҫуни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

ТР Экологи министерствин пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, ведомствон Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫри территори управленийӗн ӗҫченӗсем сарӑ юр ҫунӑ тӗле ҫитнӗ. Вӗсем анализ валли юр илнӗ, результатсем пӗр эрнерен паллӑ пулаҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев