Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Юра пула М5 трассăн Тутарстанри пайне автобуссемпе фурăсем валли хупнă, май пулсан инçе çула машинапа ан тухăр

Çул çинче инкеке лексен 8-843-533-38-88 тата 8-843-291-91-91 телефон номерӗсемпе шăнкăравламалла.

Синоптиксен прогнозӗсемпе çывăх вăхăтра Тутарстанра çанталăк улшăнать, вăйлă юр çăвать тата юр хӗвекен тăман тухать.

Çакна пула М5 çулăн Тутарстанри пайне паянхи 18.00 сехетрен пуçласа йывдр тиевлӗ машинасемпе автобуссене çӳреме чараççӗ. Республикăри Патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, чарусене çанталăк условийӗсем лайăхлансан пăрахăçлаççӗ. Республикăри ГИБДД ӗçченӗсем волительсене ял-хуласенчен тухма кирлӗ марри çинчен асăрхаттараççӗ.

ТР Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, тăман Тутарстанра ыран та лăпланмасть-ха, вăйлă пăрлак пулать. Синоптиксем çанталăк йӗпе юр илсе килме пултарать. Çӗрле термометрсем –1 градусран пуçласа –6 градус таран температура кăтартӗç, кăнтăрла –3, +2 градус температура кăтартӗç.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев