Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юратнӑ кӗнеке авторӗ патне янӑ ҫыру конкурсра ҫӗнтерме пулӑшнӑ

Паян, ноябрӗн 25-мӗшӗнче 14.00 сехетре Раҫҫей кӗнеке союзӗн YouTube-каналӗнче "Чи вулакан регион" конкурсра ҫӗнтерекенсене чыслас церемони иртет

 

Пӗтӗмраҫҫейри "Чи вулакан регион" конкурсра "Раҫҫейӗн литература флагманӗ" ята параҫҫӗ. Тутарстан мала тухнӑ виҫӗ лауреат хушшинче. Ҫак кӑтартупа вӑл Федераци субъекчӗсен хушшинче чи лайӑххисен шутне кӗнӗ, тесе пӗлтерет ТР Культура министерствин пресс-служби.
Паян, ноябрӗн 25-мӗшӗнче 14.00 сехетре Раҫҫей кӗнеке союзӗн
YouTube-каналӗнче "Чи вулакан регион" конкурсра ҫӗнтерекенсене чыслас церемони иртет.
Ҫӗршыв шайӗнчи конкурса Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен Федераллӑ Агентстви тӗрев панипе Раҫҫейри кӗнеке союзӗ ирттерет. Конкурс условийӗсем тӑрӑх, унта хутшӑнакан регионсен 2019-2020 ҫулсенчи чи пӗлтерӗшлӗ литература проектне тӑратмалла.
Тутарстан Республикӑри ача-пӑча библиотекин "Юратнӑ кӗнеке авторӗ патне янӑ ҫыру" проектне тӑратнӑ.
Трансляцие кирек кам та пӑхма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев