Юрату çук-тăк, ак сана çӗçӗ!
Кӗрхи обостренисем пуçланчӗç: Хусан арçынни хăйне юратма килӗшмен хӗрарăма пуçӗнчен çӗçӗпе чикнӗ
Следстви палăртнă тăрăх, октябрӗн 11-мӗшӗнче Хусанта пурăнакан 31 çулхи арçын темиçе çул курман 31 çулти хӗрарăма шăнкăравланă. Вăл палланă çынран пулăшу ыйтнă та тӗлпулма сӗннӗ. Тепӗр кун арçын пилӗк çӗçӗ илсе хӗрарăм пурăнакан Вознесение поселокне каять. Хӗрарăм килӗнчен тухсан, вăл ăна кӗтессе чӗнсе илнӗ те, çӗр çине тӗртсе ӳкерсе çӗçӗпе чикме тытăннă. Пуçӗнчен тата питӗнчен лектернӗ. Хӗрарăм пулăшу ыйтса кăшкăрма тытăнсан хурах тарнă.
Хӗрарăма васкавлă пулăшу кӳнӗ, таркăна ярса тытнă.
Малтанласа тунă палăрту тăрăх, çак арçын темиçе çул хушши хӗрарăмпа çӳреме хăтланнă. Анчах та хӗрарăм ăна шав пăрса янă, килӗшмен. Усал психиатр-врач патӗнче учетра тăни те паллă. Хальхи вăхăтра арçынна стационара вырнаçтарнă. «Покушение на убийство» статьяпа следстви уголовнăй ӗç пуçарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев