Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮРРИСЕМ ИЛЕМЛӖ, ЧӖЛХИСЕМ ÇЕПӖÇ

Чăваш культурин уйăхлăхӗ иртнӗ вырсарникун чаплă концертпа вӗçленчӗ. «Культурăпа кану центрӗ» культурăн муниципаллă бюджет учрежденийӗн сцени çинче Чистайри Исхак Мухаметов ертсе пыракан «Шăпчăк» фольклор ушкăнӗпе Анат Кăтратари Алевтина Нухратова ертсе пыракан «Илем» ансамбль хуçа пулчӗç. Чистайри Ксения Кондрашина ертсе пыракан «Зоренька» ташă ушкăнӗ юрăсене чăваш ташшипе илемлетрӗ.

Çак каçа ирттерме пулăшнăшăн П.А.Ильдимирова, Н.А.Сергеевăна, Е.М.Тарлуковăна сцена çинчен тав турӗç концерт ертӳçисем.

Чистай районӗнчи Чăваш культурин уйăхлăхне çӳллӗ шайра ирттерессишӗн Культурăпа кану центрӗн режиссерӗ Елена Иванова нумай тăрăшнă. 

Елена Владиславовна хăй те чăваш, çемйи чăваш культурипе тачă çыхăннă – амăшӗ нумай çул «Шăпчăк» фольклор ушкăнӗнче вокал пултарулăхне туптать. Çавăнпа çулталăк каялла  «Чăвашсем пулнă, пур, пулаççӗ» проекта çамрăк пултаруллă пике хатӗрленинчен тӗлӗнмелле те мар. Унпа «Культура тата искусство» номинацире «Шăпчăк» ертӳçипе Исхак Мухаметовпа «Татнефть» Ыркăмăллăх фончӗн  грантне çӗнсе илни «Шăпчăк» ушкăнне çӗнӗ костюмсем çӗлеме май панă. Хальхинче «Шăпчăксем» шăпах тин çӗленӗ хитре костюмсемпе сцена çине пукане пек 

чипер тухрӗç.

1996 çулта йӗркеленнӗ «Шăп­чăка» Лидия Молоствова мă­шăрӗпе Виталипе пӗрремӗш кунранах çӳреме пуçланă. Халӗ те сцена çине тухрӗ ветеран. Хăй хайланă юрра шăрантарчӗ. Юрри илемлӗ, анчах питӗ тунсăхлă. Залра ларакансем шăпăр-шăпăр алă çупса йышăнчӗç ăна.

Анат Кăтратари «Илем» халăх фольклор ансамблӗ 1989 çулта чăмăртаннăранпах респуб­ликăри тӗрлӗ мероприятисенче Чистай чăвашӗсене çӳллӗ шайра кăтартать. Чăваш культурин уйăхлăхне пӗтӗмлетнӗ çӗрте те çапла хӗрӳ композицисемпе сцена çине тухрӗç анаткăтратасем. Ертӳçин Алевтина Нухратован тӳпи калама çук пысăк ушкăн аталанăвӗнче. Вăл хăй те питӗ пултаруллă, çаврăнăçуллă: концерта ертсе пыма та, «Илемпе» юрлама-ташлама та ӗлкӗрет. 

Концерта кӳршӗсем те хутшăнчӗç. Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи Эдуард Ильин йӗркеленӗ «Саврăшпуç кинемисем» тата Чăваш Шупашкарӗнчи Виталий Охотников ертсе килнӗ «Илем» ушкăн уява тата сулмак­лăрах турӗç. Сăмах май каласан, кӳршӗсем пӗр-пӗрин патне концертсемпе хăнана çӳресси йăлана кӗнӗ кунта.

Концерт вӗçӗнче Чистай чăвашӗсене ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова сцена çине тухса саламларӗç. Тутарстанра чăвашсем 116 пин ытла, хамăрăн шкулсем пулни, хамăрăн культурăна, чӗлхене ачасене парса хăварасси çинчен каларӗ Константин Анатольевич. Июлӗн 10-мӗшӗнче Элкел районӗнче иртекен Уява пыма йыхравларӗ чистайсене.

Чистай районӗнче çакăн пек уйăхлăх çуллен ирттернишӗн тав турӗ Ирина Трифонова. Ирина Федоровна та чăваш чӗлхине, юрри-ташшине сцена çинче çеç мар, кулленхи пурнăçра та упраса хăварасси пирки каларӗ. «Телевиденипе чăвашсем çинчен кăтартсан та пӗчӗк репортажсем тепререн тепре кăтартнипех çыр­лахаççӗ, пирӗн хаçатăн кашни страници хамăр çинчен, Тутарстан чăвашӗсем çинчен»,– хӗрӳллӗн палăртрӗ редактор.

Паллах, 2022 çулăн иккӗмӗш çур çулӗнче илсе тăма хаçат-журнал çырăнас тапхăр пынине аса илтерчӗ. «Сувар» хаçата çырăнма чӗнсе каларӗ Ирина Федоровна: «Сувар» паян Тутарстанри чăвашсен социаллă институчӗ пулса тăчӗ, мӗншӗн тесен Тутарстанри кашни районта пурăнакан чăвашсене пӗр çыхха пухать. Кунсăр пуçне вăл халăхсен хушшинчи туслăх кӗперӗ те,  халăхăн сăнӗ те. Ăна курса Тутарстанра пурăнакан чăвашсен аталанăвне палăртаççӗ. Пирӗн чăвашсен радио та пурччӗ, шел халӗ вăл çук. Хупăнчӗ. Хаçата çакăн пек хурлăхлă шăпа ан кӗттӗрччӗ. Вăл пирӗнтен, хаçат ӗçченӗсенчен кăна мар, ăна çырăнса вулакансенчен те килет».

Чистай тăрăхӗнчи чăвашсем чăвашла калаçма та, вулама та ютшăнмаççӗ – эпир илсе пынă «Шурăмпуç» журнала та, «Суварăн» номерӗсене те  савăнсах йышăнчӗç. Шел, çырăнса илес енӗпе юлхаврах курăнать, майăн 26-мӗшӗ тӗлне 34 çын кăна çы­рăннă. Ку çитес çур çула. Паян илсе тăракансен йышӗ те пысăк мар – 52 çын. Кашни чăваш çемйи çырăнсан лару-тăру самай лайăхланӗччӗ.

Чăваш культурине аталантарас ӗçре хастарлăх кăтартнăшăн Чистай районӗнчи ЧНКЦ ятӗнчен Тав хучӗсемпе наградăларӗç: Е.В.Иванова режиссера, «Шăпчăк» фольклор ансамблӗн ертӳçине И.И.Мухаметова, «Илем» фольклор ансамблӗн ертӳçине А.А.Нухратовăна.

Петр Валентинович Плотников Чистай районӗн Чăваш наципе культура центрне чылай çул ерт­се пырать. Çавăнпа чăваш чӗлхин, культурин аталанăвӗ районта мӗнле пынине пурничен лайăх пӗлет. Кашни чăваша ятран чӗнет теес килет ун пирки. Чăваш культурин уйăхлăхӗн пӗтӗмлетӗвне йӗркеленӗ çӗрте те Петр Валентинович тăрăшăвӗ курăнать. Чăваш хастарӗсем тăрăшнипе Культурăпа кану центрӗн холӗнче курав та йӗркеленӗ. Унта чăваш халăх тумӗсене, тӗнчипе паллă чăвашсен сăнӗсене куратпăр.  

«Культурăпа кану центрӗ» культурăн муниципаллă бюджет учрежденийӗн ертӳçи Светлана Владимировна Гринина «Шăпчăка» та, «Илеме» те ырларӗ. Çак икӗ ушкăнпа чылай мероприяти ирттернӗ вăл, ялсене те тухса çӳренӗ. Ансамбльсен ертӳçисене пӗр-пӗрне ăнланса ӗçленӗшӗн тав турӗ. «Шăпчăка» никӗсленӗ çынсенчен пӗрне Лариса Долговăна тав туса чечек çыххи парнелерӗ.

Чистай муниципаллă районӗн тата хулин пуçлăхӗн çумӗ Ольга Владимировна Добронравова та пынă чăвашсене культура уйăх­лăхӗ вӗçленнипе саламлама: «Районта сакăр наципе культура цент­рӗ, ыттисенчен чăвашсем хастарлăхӗпе, ыркăмăллăхӗпе па­лăрса тăраççӗ. Ансамбльсен сце­на культури, юрлас ăсталăхӗ пысăк – темиçе сасăпа юрлаççӗ», – тесе ырларӗ.

Нумай çул Чистай районӗн культура управленийӗн пуçлăхӗ пулнă, Чистай хулинче чăваш фольклор ушкăнне пуçарма çине тăнă Р.А.Ахметов та пынă уява. Вăл «Шăпчăка» та, «Илеме» те, хăнасене те концертшăн тав туса ырларӗ, çамрăксене те ансамбле явăçтармаллине асăрхаттарчӗ.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев