Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ют ҫӗршывран таврӑнакансен пурин те тест иртмелле

Енчен те тест коронавирус пуррине кӑтартрӗ-тӗк, Роспотребнадзорӑн предписанийӗсене пурнӑҫламалла

Хусантан ют ҫӗршывсене вӗҫме пулать. Анчах та ют ҫӗршывран килекенсен Covid-19 ертсе килес мар тесе Патшалӑх услугисен порталӗнче регистрациленмелле. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.
"Паянхи кун ют ҫӗршывран килнӗ пассажирсене уведомлени парӑнать. Унта вӗсем виҫӗ талӑк хушшинче тест иртсе унӑн результачӗсене Патшалӑх услугисен порталне кӗртмелли ҫинчен ҫырнӑ",– тенӗ спикер.
Малтан Раҫҫее самолётпа вӗҫсе килнӗ ҫынсем Патшалӑх услугисен пӗрлехи порталӗнчи «Регистрация прибывающих в Российскую Федерацию» разделта электронлӑ анкетӑна тултармалла. Ҫакна вӗҫиччен, билет туяннӑ чухне тумалла, анчах та рейса регистрацилениччен маларах.
Ҫӗршыва таврӑннӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кун хушшинче турист пулнӑ ҫын Covid-19 пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе ПЦР меслечӗпе лаборатори тӗрӗслевӗ иртмелле. Ун хыҫҫӑн результатсене Патшалӑх услугисенчи «Предоставление сведений о результатах теста на новую коронавирусную инфекцию для прибывающих на территорию Российской Федерации» формӑна тултарса ҫав порталах вырнаҫтармалла.
Енчен те 14 кун хушшинче Тутарстана ют ҫӗршывран килнӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ начарлансан, унӑн ҫийӗнчех медиксене шӑнкӑравламалла. Поликлиникӑна каймалла мар, врач киле килет. Медработника ҫын ют ҫӗршывра хӑш кунсенче ӑҫта каннине пӗлтермелле.
Енчен те тест коронавирус пуррине кӑтартрӗ-тӗк, Роспотребнадзорӑн предписанийӗсене пурнӑҫламалла: пурӑнакан вырӑнта икӗ эрнелӗх изоляци иртмелле, ҫемьепе те, ытти ҫынсемпе те хутшӑнма юрамасть.
Енчен те Раҫҫее килмелли планӑн пӗр пунктне те пулин пурнӑҫламасан, граждансене 15 пинрен пуҫласа 40 пин тенкӗ таран штраф пама пултараҫҫӗ. Ҫак йӗркесене пӑхӑнманнине пула пӗр-пӗр ҫын сывлӑхне сиен кӳрӗнсен е этем чир ертнипе вилсе кайсан, 150-ран пуҫласа 300 пин тенкӗ таранччен штраф парӑнма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев