Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Ют ҫӗршыври чи паллӑ вакцина омикрона хирӗҫ вӑйсӑр

Кӑнтӑр Африка Республикин (ЮАР) ученӑйӗсем коронавирусӑн омикрон-штаммне хирӗҫ Pfizer вакцинӑн эффективлӑхӗ салах пулни ҫинчен пӗлтернӗ

Нумай пулмасть асӑрханӑ "омикрон" штаммпа кӗрешме ют ҫӗршыв вакцинин икӗ дозин хӑвачӗ 22,5% таран кӑна. 

Маларах Pfizer компани вӗсен вакцинин виҫӗ дози "омикрон" штама нейтрализацилесси, икӗ дози Covid-19-ӑн ҫак вариантӗнчен лайӑхах хӳтӗлесси ҫинчен пӗлтернӗ пулнӑ. 

Анчах тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, вакцина йывӑра кайнӑ чиртен хӳтӗлеймест. Ҫак тӗпчеве ЮАРти Африкӑри сывлӑх сыхлавӗн тӗпчев институчӗн тата ҫӗршыври ытти наука центрӗсен ученӑйӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем 12 ҫыннӑн юн плазмине тӗпченӗ.

Аса илтеретпӗр, "омикрон" штама Африкӑран Раҫҫейе вӗҫсе килекенсенче те тупса палӑртнӑ. Вӑл питӗ хӑвӑрт ернипе уйрӑлса тӑрать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев