Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ют ҫӗршыврисем те Раҫҫее ача ҫуратма килеҫҫӗ

2020 ҫулӑн пӗрремӗш минучӗсенче Хусанта ҫуралнӑ арҫыначана Булат ят панӑ

 

Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ Хусанта 11 ача ҫуралнӑ, тесе пӗлтерет ТР шӗкӗр хулин мэрийӗ. Декабрӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле Хусанти роддомсенче 8 арҫынача тата 3 хӗрача ҫуралнӑ. Январӗн 1-мӗшӗнче Хусанти ЗАГС Управленийӗн 32 ачана регистрациленӗ, хӗрсемпе каччӑсен шучӗ ҫурмалла: 16/16.
Пӗтӗмӗшле илсен, сӑнавсем тӑрӑх, Хусанта ҫуралакан кашни 10-мӗш ачан ашшӗ-амӑшӗ мигрантсем. Хӑшӗ-пӗрин арӑмӗ ятарласа ҫуратма Раҫҫее килет, мӗншӗн тесен хӑйсем патӗнче ача ҫураттарнӑшӑн роддомсем хаклӑ илеҫҫӗ. Медицина шайне те Вӑтам Ази республикисеннипе танлаштарма ҫук.
Тата кунта ҫуралнӑ ача, унӑн ашшӗпе амӑшӗ СССР шутне кӗнӗ республикӑсенчен пӗринчен килнӗ пулсан, Раҫҫей гражданствине илме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев