Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЮТВ Шупашкар» мӗншӗн «Летай ТВра» урăх çук?

Çӗпрел чăвашӗсем икӗ çул «ЮТВ Шупашкар» телеканалпа чăваш концерчӗ-спектаклӗсене курса савăннă иккен, анчах юлашки вăхăтра ăна «Чăваш Ен» телеканалпа улăштарнă-мӗн. Паллах, кун çинчен «Таттелеком» хăйӗн абоненчӗсене пӗлтермен...

«Сувар» хаçат редакцине çак кунсенче Çӗпрел районӗнче пурăнакансен ятӗнчен Ятманова çырнă çыру килчӗ. Унта района 2014 çулта «Таттелеком» компанийӗн «Летай ТВ» кабельлӗ телевиденине кӗртнине пӗлтереççӗ. Çӗпрел чăвашӗсем икӗ çул «ЮТВ Шупашкар» телеканалпа чăваш концерчӗ-спектаклӗсене курса савăннă иккен, анчах юлашки вăхăтра ăна «Чăваш Ен» телеканалпа улăштарнă-мӗн. Паллах, кун çинчен «Таттелеком» хăйӗн абоненчӗсене пӗлтермен.

«Эпир ЮТВ телеканала курас тесе укçа тӳлерӗмӗр вӗт. «Летай ТВ» телевиденире «Чăваш Ен» вырăнне çӗнӗрен «ЮТВ Шупашкар» телеканала кăтартма пулмасть-ши?» – тесе ыйтать çыру авторӗ.

Ыйтăвăн хуравне шыраса эпир малтан «ЮТВ Шупашкар» телеканалăн директорӗпе Юрий Аркадьевич Гурьяновпа çыхăнтăмăр. Вăл каланă тăрăх, ку улшăну «ЮТВ Шупашкарпа» пӗрре те çыхăнман. Мӗншӗн тесен телеканал хăйӗн вещанине чарман. «Летай ТВ» телеканала кăтартма чарăнасси çинчен дирекцие те пӗлтермен.

Кун хыççăн «Таттелекома» шăнкăравларăмăр. Калас пулать, çăмăл ӗç мар ку, хурав пама пултаракан специалиста шыраса пире пӗр 10 телефонпа çыхăнтарчӗç пуль. Çапла темиçе сехет «футболла» вылянă хыççăн тин Çӗпрел районӗпе ӗçлекен филиалăн специалисчӗ: «ЮТВ Шупашкар» тестлă телеканал кăначчӗ, çавăнпа урăххипе улăштарма пултарнă. Кун пек тумашкăн пирӗн ирӗк пур. Енчен те абонента тивӗçтермест пулсан, унăн хăйӗн пирӗн пата çăхав (жалоба) çырмалла»,– терӗ. 

Çапла вара Çӗпрел чăвашӗсен ыйтăвне хуравларăмăр пуль тесе шутлатпăр.Телеканала улăштарас ыйтура сире хаçат урăх нимӗнпе те пулăшаймасть, мӗншӗн тесен çăхава «Таттелеком» компани абонентран хăйӗнчен кăна йышăнать. Ун чух тин ыйтăва пăхса тухса йышăну тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество