Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫывхаракан сасӑлав контактсӑр иртмелле

РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнине ҫирӗплетессипе иртекен сасӑлав 2020 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче пулать.

  Тутарстанра суйлав участокӗсене Раҫҫей Конституцийӗнчи улшӑнусемшӗн сасӑлама килекен ҫынсем пӗр пӗринпе тӗлпулмӗҫ.

Ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе вӑл июлӗн 1-мӗшӗнче иртмелле.
Роспотребнадзорпа пӗрле Тӗп суйлав комиссийӗ хӑрушлӑхсӑр сасӑлав ирттермелли йӗрке тунӑ. Теветкеллӗхе вӑйлӑ чакаракан меслетсенчен пӗри – суйлав участокне кӗрекенсемпе унтан тухакансен ҫулӗсем расна пулни.  Суйлава килекенӗн малтанхи пек хӑйӗн паспортне суйлав участокӗн ӗҫченне тыттармалла пулмасть, документа уҫса кӑтартни те ҫителӗклӗ пулать.
Сасӑлава хутшӑнакансене пурне те маскӑпа перчеткесем тата ручкӑсем параҫҫӗ.
"Паянхи куна территорири суйлав комиссийӗсенче мӗн пур ӗҫлекен коронавирус инфекцийӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе тестсем иртнӗ, каярах участокри комиссисен пайташӗсем те тест парӗҫ. Сасӑлава ирттерекенсене пурне те маскӑсемпе, перчеткесемпе, санитайзерсемпе тивӗҫтернӗ. Кашни участокра температура контролӗ пулать. Участоксене малтан дезинфекцилеҫҫӗ",
– тесе пӗлтернӗ ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев.
Аса илтеретпӗр, РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнине ҫирӗплетессипе иртекен сасӑлав 2020 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче пулать. Ҫавӑн пекех ҫынсен маларах, июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 30-мӗшӗччен сасӑлама май пур. Июнӗн 5-21-мӗшӗсенче сасӑлама ҫын пропискӑра мар, фактпа пурăнакан вырӑнти  суйлав участокӗнче май пултӑр тесе заявленисене участок комиссийӗсенче йышӑнаҫҫӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев