Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыйтӑва вӑхӑтлӑ татса памалла

 Рустам Минниханов мӗн пур профильлӗ структурӑсене йывӑр шӑпаллӑ ҫул ҫитмен ачасемпе активлӑрах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ

Тутарстан Президенчӗ аслисене итлемен ачасемпе тӳрех мӗн пур профильлӗ структура харӑссӑн ӗҫлемелли сине тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл республикӑри Шалти ӗҫсен министерствин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче каланӑ.

Рустам Минниханов шкулсемпе ашшӗ-амашӗсенчен килекен сигналсем ҫине реакци пулмалла, ҫул ҫитмен ачасен преступноҫӗпе активлӑрах ӗҫлемелле тесе каланӑ.

"Ман шутпа кунта шкул хӑй те ӗҫлесе ҫитереймест. Ку вӑл пирӗнмпӗрлехи ӗҫ пулмалла. Палӑртса хӑварас килет, ӗҫе теветкеллӗх ушкӑнне кӗрекенсемпе кӑна мар, ыттисемпе те илсе пымалла. Йӗркеллӗ ҫемьесенчи ачасем те йывӑр лару-тӑрӑва лекни пулать вӗт. Чи кирли – ыйтӑва вӑхӑтлӑ, трагедисем патне ҫитермесӗр татса пани", – тенӗ ТР Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев