Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЙЫВАН КЫРЛЯ – МАРИ ХАЛĂХӖН ПАЛЛĂ АКТЕРӖ, СĂВĂÇӖ

Ăçтиçук хулиганла пулăм трагеди патне илсе çитернӗ, ăна айăпласа лагере ăсатнă

Марий Эла пӗрмаях кайса çӳретпӗр мăшăрăмпа – вăл унта çуралса ӳснӗ те, амăшӗ, аппăшӗсем тата ытти тăванӗсем пире яланах йыхравлаççӗ. Çитменне, Çӗнӗ çул каç умӗн кашнинче аппăшӗн мăнукӗсем инçетрен Хӗл Мучипе Юрпике килессе чăтăмсăррăн кӗтеççӗ. Савăнтармаллах пӗчӗкскерсене! Канмалли кунсенче чи çывăх тăван пуçанапа хунякам тата унта пурăнакан Зинаидăн амăшӗ патӗнче темиçе кун та пурăнатпăр. Сӗтел хушшинче хăналанни кăна мар, хӗлле йӗлтӗрпе-çунашкапа ярăнатпăр, çулла пулă тытма, кăмпана кайма та ӗлкӗретпӗр. Çутçанталăк унта питӗ илемлӗ, ял витӗр Сарда ятлă юханшыв юхса выртать, инçех мар вăрман, васансем те пур. Урама тухсан кӗрес килмест. Эпӗ вара ытларах çырмалли-вуламалли сӗтел хушшинче хаçат-журнал пуххисемпе паллашма кăмăллатăп. Кунта Йошкар-Оларан килекен вырăсла та марилле журналсем, хаçатсем: «Марий Эл» хаçат, «Ончыко» (Вперед) çамрăксен журналӗ, «Кугарне» (Пятница) хаçат, «Ямде лий» (Будь готов) ача-пăча хаçачӗ, Мари-Турек районӗн «Знамя» хаçачӗ.

Пурте марилле калаçаççӗ

Палăртса хăварас килет – питӗ нумай çырăнса илеççӗ манăн пуçанасем Сорокинсем, уйрăмах ялти шкулта директорта ӗçлекен хунякам Полина Владимировна тăрăшать. Тăван чӗлхене вӗрентмелли методика материалӗсем те нумай туянаççӗ. Килте икӗ ачипе те, пур мăнукӗсемпе те (вӗсем пиллӗкӗн) марилле çеç калаçаççӗ. Мана ку питӗ килӗшрӗ. Йошкар-Олара пурăнаканнисем те, ялтисем те ача садӗнчех марилле калаçаççӗ, мӗн шкул вӗçличчен пурте мари чӗлхине вӗренеççӗ. Полина Владимировна тата унăн пӗр хӗрӗ Ксения Платоновна Плотникова иккӗшӗ те Мари патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухнăскерсем, шкулти ачасене тăван мари чӗлхине вӗрентеççӗ, конкурссенче ачисен çӗнтерӗвӗсемпе савăнаççӗ. Тăван чӗлхене сыхлассипе, аталантарассипе питӗ нумай тăрашаççӗ.

Вырăсла кăларăмсене веçех вуласа тухатăп, марилле çырнисене те пăхкалатăп. Итлесе ларакансем пур чухне сасăпа вулама та тăрăшатăп. Нумай сăмахсем кăштах ăнланмалла мана, пӗлменнисене мăшарăмран ыйтатăп. Хамăн вырăсла çырнă хайлавсене хăш-пӗр редакцисенче марилле куçарса та пичетлеççӗ. Тольяттири чăвашсем тата финно-угор халăх ушкăнне кӗрекен мари, мăкшă çыннисем ирттернӗ мероприятисене Марий Элра пӗлеççӗ.

Пӗрремӗш сасăллă фильмра вылянă

Çапла хаçат-журналсемпе паллашнă чухне эпӗ пӗр калама çук кăсăк тӗрленчӗк вуласа тухрăм. Çав хайлав пирӗн çӗршыври пӗрремӗш сасăллă кинофильм çинчен. Ячӗ ун – «Пурнăç путевки» (Путевка в жизнь). Çак фильмăн премьери 1931 çулхи çӗртме уйăхӗн 1-мӗшӗнче (90 çул каялла) Мускаври «Колос» ятлă кинотеатрта иртнӗ. Тӗлӗнмелле – çак фильмра тӗп сăнара – ашшӗ-амăшӗсӗр ӳснӗ вăрă-хурахсен пуçлăхне Мустафана – мари каччи Йыван Кырля вылянă. Вăл Зинаидăн тепӗр аппăшӗ Людмила пурăннă Сернуртан инçех мар ялта, чухăн хресчен çемйинче çуралса ӳснӗ.

Эпӗ тӳрех мăшăрăма чăрмантарма пуçларăм, вăл кăштах каласа пачӗ ун çинчен. «Нумайрах пӗлесшӗн пулсан, Полина Владимировнăран ыйт», –​ терӗ. Мари чӗлхи тата литератури вӗрентекен Зинаидăн аппăшӗ, паллах, çак гениллӗ артист пурнăçӗ çинчен нумай пӗлтерчӗ, интернетра çав кинофильма тупса курма хистерӗ. Тата: «Йыван Кырля пултаруллă артист кăна мар, мари совет поэзийӗнче 1930 – 1937 çулсенче паллă сăвăçсенчен пӗри пулнă» тесе мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Çав çулсенче вăл виçӗ кӗнеке кăларма ӗлкӗрнӗ. Унăн пурнăç шăпи питӗ трагедиллӗ пулнă. Кăна вара, чăнах та, пӗр сăмахпа каласа пӗтерес çук.

Кирилл Иванович Иванов (Йыван Кырля) 1909 çулхи пуш уйăхӗн 17-мӗшӗнче Вятка кӗпӗрнин (халь Марий Эл) Купсола ялӗнче çуралнă. Вӗсен çемйи питӗ чухăн пулнă, нушаланса, çитмен пурнăçпа пурăннă. Ашшӗ, Иван Семенович, кулаксем патӗнче çимелӗх çăкăр-тăваршăн тар юхтарнă. Çирӗммӗш çулсен варринче вăл чухăнсен комитечӗн хастар пайташӗ пулнă, ăна ялти курайман кулаксем сыхласа тăрса тискеррӗн вӗлернӗ. Амăшӗ виçӗ ачапа тăрса юлнă.

Кирилл ашшӗ пекех пуянсен хуçалăхӗнче тарçăра ӗçленӗ, кӗтӳ кӗтнӗ, йăмăкӗсем ыйткалама тухнă. Епле йывăр пурнăç пулсан та Кирилл вӗренес тенӗ, малтан Марисола ялӗнчи, унтан Сернур хулинчи шкулта вӗреннӗ. Пултаруллă çамрăка комсомол путевкипе Хусан университетӗнчи рабфакăн мари уйрăмне вӗренме янă. Кунта Кирилл Иванов студент Сергей Есенинăн, Владимир Маяковскин тата ытти сăвăçсен пултарулăхӗпе паллашнă, хăй те сăвăсем çырма пуçланă. Çав çулсенче вăл Йыван Кырля хушма ят илнӗ. Вăл университетри тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшăннă, уйрăмах, унăн актер ăсталăхӗ пултарулăх кружокӗнче палăрнă. 1929 çулта ăна Мускаври патшалăх кинематографи техникумӗн актерсен уйрăмне вӗренме куçарнă. Шăп çав çулсенче Николай Экк режиссер советсен пӗрремӗш сасăллă кинофильмне ӳкерме тытăннă. Техникумри студентсене пурне те нумай çын пулмалли сценăсене хутшăнтарнă. Милиционерсем путвалта вăрă-хурахсене хупăрласа тытнă эпизодра пӗри вӗсенчен пичкерен шуса тухнă та авкаланса-хуçкаланса пит-куçне вылятнă. Кайран чеен йăл кулса: «Ку-ку!» – тесе кăшкăрнă та тарнă. Ку чăннипех питӗ интереслӗ пулса тухнă. Йыван Кырля ăста выляни питӗ килӗшнӗ режиссера. Çавăнпах вăл вăрă-хурахсен ушкăнне ертсе пыракан Мустафа рольне мари каччине шанса панă.

Йыван Кырля техникумра вӗреннӗ майăн икӗ çула яхăн тăтăшах çав фильмра ӳкерӗннӗ. Çак фильм премьери хыççăн вăл чи паллă та пурте пӗлекен артист пулса тăнă. Кино куракансенчен хăш-пӗри ăна урамра тӗл пулсан тӗлӗнсе пăхса тăнă ун çине, кинора вилнӗ Мустафа сывă юлнине ӗненмен. Техникумран вӗренсе тухсан Йыван Кырля «Востокфильм» киностудийӗнче ӗçленӗ, унта темиçе кинофильмра ӳкерӗннӗ.

 

Пӗр каçра пурнăçӗ тӗпрен улшăннă

1937 çул пуçламăшӗнче Йыван Кырля Йошкар-Олари Мари патшалăх драмтеатрне ӗçлеме куçнă. «Любовь Яровая», «Дубровский» спектакльсенче вылянă. Шел, ăна кунта нумай ӗçлеме тӳр килмен – пӗр каçра унăн пурнăçӗ тӗпрен улшăннă.

Вăл «Онар» ятлă хăна çуртӗнче пурăннă, унти ресторантах апатланнă. Пӗррехинче пӗр пӗлӗшпе каçхи апата аннă. Ресторанта çын пайтах пулнă. Сасартăк кам-тăр çынсем ларакан сӗтелсем çине çăкăр хытти татăкӗсене ывăтма пуçланă. Йыван Кырля, çăкăр хакне мӗн ачаранах питӗ лайăх пӗлекенскер, чăтса тăрайман – хăйӗнчен инçех мар сӗтел хушшинче ларакан икӗ ӳсӗр çамрăк патне пырса асăрхаттарнă. Анчах лешсем каллех алхасма тытăннă. Кирилл Иванович сӗннипе ресторан администрацийӗ милиционера чӗнсе илнӗ. Нарядра тăракан милиционер ку çамрăксене милици уйрăмне ертсе каять, унта вӗсене кирлӗ пек тытма сӗнсе ирӗке кăларса янă. Ку çамрăксем педагогика институтӗнче вӗренекен студентсем иккен, каллех ресторана таврăннă. Хальхинче вӗсем спектакльтен кунта килсе ларнă артисткăсен çумне пырса ларнă. Йыван Кырля унта пырать те пӗрле сцена çинче вылянă артисткăпа марилле калаçма пуçлать. Артистка çумӗнче ларакан студента ку пӗртте килӗшмест. Вăл вырăсла: «В обществе секретов не бывает», – тесе асăрхаттарать Кырляна. Хӗрме ӗлкӗрнӗ Кирилл Иванович çилленсе: «Эпӗ айăплă мар, енчен те эсир мари чӗлхине пӗлместӗр-тӗк! Вы – студент, вы – комсомолец, вы обязаны знать марийский язык!» – тет.

Харкашу-тавлашу хӗрсех пынă. Чарăнмалла мар шăв-шав çӗкленсе кайнă ресторанра. Пурте студентпа паллă актер харкашнине пăхса тăнă. Тен, кама-тăр кирлӗ пулнă кун пек тума, ятарласах пултаруллă актера провокаци тутарса арестлемелли сăлтав пулнă. Тен, студентсем-комсомолецсем ятарласах хатӗрленсе килнӗ пулнă – кăна никам та пӗлмен, пӗлме те пултарайман. Кырляна юлташӗсем, ăна пӗлекен артистсем, ют çынсем те лăплантарас тенӗ, анчах та вăл, тавлашура хӗрсе кайнăскер, никама та итлемен, никама та пăхăнман, хăйӗнпе тавлашакан студента сăра бутылкипе пуçӗнчен çапнă, теприне те тирӗнтерес тесе тенкел çӗкленӗ самантра ăна милиционерсем килсе çитсе аллисене çавăрса çыхнă. «Долой самодержавный шовинизм! Пире калаçма памаççӗ хамăр чӗлхепе!» – тесе кăшкăрнă вăл.

Çак пысăках мар ăçтиçук хулиганла пулăм трагеди патне илсе çитерет, çакăн пек паллă киноактера, сăвăçа Йыван Кырляна политикăпа çыхăнтарса «буржуаллă националист, контрреволюционер, халăх тăшманӗ» ярлыкпа айăплаççӗ, 10 çула ӗçпе тӳрленмелли лагере ăсатаççӗ. Вăрçă пуçланиччен те, пуçлансан та Йыван Кырля Сталин, Калинин, Берия патне хăйӗн ӗç-пуçӗ çинчен çырса ярать, анчах никамран та хурав килмест: е çырусене яман, е çитсен те никам та «халăх тăшманӗ» ярлыкпа ӗç колонийӗнче тăракан çынна хăтарма шутламан. Ăçта кăна ӗçлеме тӳр килмен ăна, хăй вылянă Мустафа пек чукун çул сарнă тӗлте те, Свердловск облаçӗнчи Краснотурьинскри руда кăларакан лагерьте те. Унта чăтма çук начар условисене пула Кирилл Иванович Ивановăн сывлăхӗ питӗ хавшанă, утайми пулнă, 1943 çулхи утă уйăхӗн 3-мӗшӗнче лагерьте чирленӗ Йыван Кырля асапланса вилнӗ. Анчах тепӗр верси те пур: усă кӳме пултарайман «халăх тăшманне» персе пăрахнă.

Марий Элра унăн ячӗ яланах халăх асӗнче. 2009 çулта, Йыван Кырля çуралнăранпа 100 çул çитнӗ ятпа чукун çул вокзалӗ патӗнче унăн палăкне лартнă, Йошкар-Олара пӗр урама ун ятне панă. Кăçал вăл çуралнă кун тӗлне Йошкар-Олари драмтеатр унăн пурнăçӗ çинчен «Йыван Кырля» ятлă спектакль кăтартнă.

 

Владимир ЛЕВУКОВ.

Тольятти хули.

Архиври сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев