Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йывăр чирлекенсем сахал пулни савăнтарать

Ковидпа çыхăннă йӗркесене пăхăнсан, эпидеми сезонӗ март уйăхӗнче вӗçленме пултарать.

Тутарстанра çӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе чирлесси чака пуçлани çинчен Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина каласа панă.

«Юлашкинчен чир çӗкленни кăçалхи январь уйăхӗнче пуçланчӗ, çичӗ эрне хушшинче эпир чылай ӳсӗм кăтартрăмăр, кунне виçӗ пин те, тăватă пин чирлекене те палăртни пулнă. Халӗ, саккăрмӗш эрне пуçламăшӗнче эпир кăтартусем иртнӗ эрнерипе танлаштарсан 30% чакнине палăртатпăр», - тесе пӗлтернӗ Любовь Авдонина.

Лару-тăру малашне те çакăн пек чакусемпе палăрсан, çывăх вăхăтра эпидеми пӗтет тесе çирӗплетме пултаратпăр. Анчах та маскăсене пăрахăçлама васкамалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев