Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Заинскра палӑк ҫунтаракансене шыраҫҫӗ

Патшалӑхра ҫирӗп идеологи пулмасан, ҫынсенче чыспа намӑс туйӑмӗсене вӑратма йывӑр пулать

  Заинскра Ирӗке кӑларакан салтакӑн палӑкне ҫунтарса янӑ

Ӗнер 18:39-та пушар хуралӗн номерӗ ҫине палӑк ҫунни ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Палӑка композитлӑ материалтан тунӑ пулнӑ. Пушар лаптӑкӗ – 6 тваткал метр. 

Килсе ҫитнӗ пожарныйсем ҫулӑма хӑвӑрт пуҫарнӑч анчах вӑл вӑхӑт тӗлне палӑк ӗнтӗ ҫунса пӗтнӗ пулнӑ.

 Дознавательсем пушар сӑлтавӗсене тӗпченӗ вӑхӑтра палӑк вырӑнне Заинск прокурорӗн ҫумӗ килсе ҫитнӗ. 

Хулари надзор ведомствин пуҫлӑхне пулса иртни пирки тӗрӗслев йӗркелеме явапланӑ.

Паян Заинскри палӑка чӗртсе яни ҫинчен хыпар килчӗ.

Видеозапись кадрӗсенче ӗмӗрлӗх ҫулӑм умӗнчи ҫынсем кӑвайт патӗнчен темиҫе хутчен постамент патне хутлани курӑнать. Ун хыҫҫӑн палӑка вут хыпса илет. 

Тутарстан ШӖМ органӗсем видеозаписьри ҫынсене шырама тытӑннӑ. Вӗсен пичӗсем курӑнмаҫҫӗ, ҫул ҫитмен 12-14 ҫулти ачасем пулнине ҫеҫ палӑртма пулать.

Патшалӑхра ҫирӗп идеологи пулмасан, ҫынсенче чыспа намӑс туйӑмӗсене вӑратма йывӑр пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев