Заповедниксем валли 60 йăва хатӗрленӗ
Тутарстанра шывра ишекен вӗçен кайăксем валли хатерленӗ 60 йăва «Камско-Икский» (Мензеле районӗ) тата «Спасский» (Спас районӗ) заказниксен территорийӗсенче вырнаçтарнине ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.
Йăвасене шывра ишекен вӗçен кайăксен йышлă ушкăнӗсене курнă вырăнсенче лартнă. Ӗçе ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем, çавăн пекех шкул ачисемпе волонтерсем хутшăннă. Çакă çутçанталăка пулăшма кăна мар, çитӗнекен ăрăва экологи ыйтăвӗсем çине тимлӗрех пăхма та вӗрентет.
Çывăх вăхăтра кайăксем çӗнӗ хăтлă йăвасене вырнаçса чӗпӗ кăларма тытăнӗç. Орнитологсем палăртнă тăрăх, кăçал хӗл ăшă пулнипе тата çуркунне ир килнӗрен кайăксем йăва çавăрма яланхинчен иртерех пуçланă.
Вӗçен кайăк валли çуртсем лартни – шывпа юнашар пурăнакан кайăксен йышне упраса хăварма пулăшать.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев