Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Заявленисене майăн 1–10-мӗшӗсенче йышăнаççӗ

ТР Наци музейӗ пуçласа пӗрремӗш хут Çӗнтерӳ ялавӗн чăн копине фондран кăларать. Ăна Мускавра РФ оборона министрӗн С.Шойгун хушăвӗпе ятарласа Тутарстан валли хатӗрлесе 2018 çулта музее панă.

Заявленисене майăн 1–10-мӗшӗсенче йышăнаççӗ

 

Сахал тупăшлă çемьесенчи 8 – 17 çулсенчи ачасемшӗн пăхăннă çӗнӗ социаллă пособие илмешкӗн заявленисене май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен йышăнма пуçларӗç. Аса илтеретпӗр, Тутарстанри МФЦ офисӗсем май уйăхӗн 1 – 10-мӗшӗсенче канмалли кунсемсӗр ӗçлеççӗ. Заявленисене çаплах Патшалăх услугисен порталӗнче тăратма пулать. Ку пособие сахал тупăшлă (çемьери кашни çынна тивекен вăтам тупăш пурăнмалли минимум чухлӗ тухмасть пулсан) çемьесене кăна параççӗ. Çапла вара çак категорири çемьесенчи 8–17 çулсенчи кашни ачана çулталăк тăршшӗпех уйăхсерен пособи тӳлеççӗ. Енчен те çемьен финанс лару-тăрăвӗ çулталăкран та улшăнмарӗ-тӗк, тӳлеве тата çулталăка тăсаççӗ.  Уйăхсерен парăнакан пособие Раççей территорийӗнче пурăнакан, РФ гражданстви пур ашшӗ-амăшӗнчен пӗри е ачан законлă представителӗ илме пултарать. 

 

Çӗнтерӳ ялавӗн чăн  копине курма пулать

ТР Наци музейӗ пуçласа пӗрремӗш хут Çӗнтерӳ ялавӗн чăн копине фондран кăларать. Ăна Мускавра РФ оборона министрӗн С.Шойгун хушăвӗпе ятарласа Тутарстан валли хатӗрлесе 2018 çулта музее панă. Аслă Çӗнтерӗве 77 çул çитнине халалланă Çӗнтерӳ ялавне пуç таяс церемони май уйăхӗн 6-мӗшӗнче музейӗн конференц-залӗнче кăнтăрла пулать. Кунсăр пуçне вăрçă вăхăтӗнче республика территорийӗнче йӗркеленнӗ икӗ çар чаçӗн ялавӗсене те курма пулать.

Почтăра эмел те сутасшăн

РФ Президенчӗн В.Путинăн пуçарăвӗпе «Единая Россия» парти «Раççей Почтин» уйрăмӗсене çӗнетсе юсамалли программăна йышăннă. «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Фарид Мухаметшин каланă тăрăх, программăна кăçал 14 районти 15 почта уйрăмӗ кӗнӗ. Пӗтӗмпе республикăра 1,1 пин почта уйрăмӗ, вӗсенчен 851-шӗ яллă вырăнсенче вырнаçнă. ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗн çумӗн А.Яковлевăн сăмахӗсемпе, 2022 çула палăртнă ӗç планне кăçал август уйăхӗнче вӗçлемелле. Хитре дизайнсăр, çӗнӗ оборудованисӗр пуçне почта уйрăмӗсен ӗçӗ те çӗнелет. МФЦ функцийӗсене майпен пурнăçлама тытăнса халăхшăн тата усăллăрах пулаççӗ почта уйрăмӗсем. Çаплах ял халăхне эмел таврашпа та тивӗçтересшӗн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество