Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Земский почтальон» конкурс пуçланчӗ

«Единая Россия» Раççей Почтипе пӗрле йӗркеленӗ конкурса 50 пинрен сахалтарах пурăнакан вырăнсенчи почта уйрӑмӗсен ӗçченӗсем хутшăнма пултараççӗ. Тӗп услови – конкурса хутшӑнакансен ӗç опычӗ çулталӑкран кая мар пулмалла.

Конкурса хутшӑнма апрелӗн 10-мӗшӗччен земскийпочтальон.рф сайтра онлайн-заявка памалла. Апрелӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа майӑн 1-мӗшӗччен вӗсене регионти эксперт комиссийӗ пăхса тухса финалистсене суйласа илет. Финал июнӗн 5-мӗшӗнче Мускавра пулать.

Унсӑр пуçне, майӑн 12-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 5-мӗшӗччен Раççей Почтин «ВКонтактери»  ушкăнӗнче «Народный почтальон» ятарлӑ номинаципе сасӑлав иртет.

«Инçетри ялсенче почта çыхӑнăва тухмалли пӗртен-пӗр вырӑн. Почтальонсене пурте паллаççӗ, хисеплеççӗ, шанаççӗ. Парти шайӗнче эпир ял тăрăхӗнчи почта уйрăмӗсене халӑх программипе тата Раççей Президенчӗ хушнипе, вӗсен ӗçне анлӑлататпӑр. Пирӗн конкурс çак ӗç малалла тӑсӗ тата почтальон ӗçне суйласа ялта ӗçлеме юлнисен статусне ӳстерме пулӑшӗ», каласа хăварнă «Единой России» партин Генеральнăй канашӗн секретарӗ Владимир Якушев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: село Почта России почтальон