Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Жириновскин шухăшӗпе чи пӗчӗк зарплатăна çулсерен ӳстерсе пымалла

«Алкоголь, табак, сахăр укçапа çӗршыв бюджечӗн виççӗмӗш пайне пама пултараççӗ пире»

ЛДПР партин ертӳçин Владимир Жириновскин шухăшӗпе чи пӗчӗк зарплатăна çулсерен ӳстерсе пымалла. «Раççей гражданӗсен тупăшне ӳстермелли чи лайăх меслет ку. Эпир тахçанах минималкăна 15 пин тенке хăпартма сӗнетпӗр. Унтан ăна кашни çул 2-шер пине ӳстерсе пымалла, çынсем пӗлсе тăччӗр вăл ӳсессине. Çапла çак суммăна 30 пин тенке çитермелле. Унтан ăçта-тăр граждансене налогсенчен хăтармалла, ăçта-тăр ÇКХ услугисене тӳлессинчен. Е çынсене ытларах патшалăх тӗревне, субсидисене памалла, – тесе палăртнă политик. – Унсăр пуçне çурт-йӗр ыйтăвӗсене çӗршывра хăвăртрах татса памалла. Çынсем хăйсем çурт тума хатӗр, вӗсене газ, электричество, шыв илсе çитернӗ участоксемпе кăна тивӗçтермелле.»

ЛДПР пӗрре мар каланă, халӗ те аса илтерет: пӗчӗк бизнес сферинче мӗн пур чарăва сирмелле. Усламçăсене патшалăх шайӗнче пулăшса пымалла, çак программăна пурнăçлама бюджетран укçа уйăрмалла.   
«Производство, наркотиксем, эмелсем, хӗш-пăшал, алкоголь, табак çеç çирӗп контрольте пулмалла. Патшалăх монополине тавăрмалла вӗсем çине. Алкоголь, табак, сахăр укçапа çӗршыв бюджечӗн виççӗмӗш пайне пама пултараççӗ пире. Патша вăхăтӗнче те çапла пулнă, совет влаçӗ вăхăтӗнче те. Ун чухне эпир нефтьпа газ тупăшӗсем çинчен манма пултаратпăр. Тата кирек хăш чӗртавара та Раççейрех тирпейлемелле. Йывăçсене ют çӗршыва ăсатмалла мар, вăрман пуянлăхӗ пире хамăра кирлӗрех. Раççей тӗнчери чи пуян çӗршыв, унăн рессурсӗсемпе усă курмасăр пурăнни çылăх», – тесе пӗтӗмлетнӗ Владимир Жириновский.

ЛДПР партин пресс-ццентрӗн сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев