Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Журналист мӗншӗн хăйне хăй çунтарать

Паттăрла тӳсӗмлӗхӗн те вӗçӗ-хӗрри пур

Телевизора пăхатăп та, эпир Белоруссипе, Америкăн пӗрлешӳллӗ штачӗсенчи суйлавпа, Украинăпа, Карабахпа – калама çук вăйлă экспертсем. Веçех пӗлетпӗр, пур ыйту çине те хурав тупатпăр. Анчах Раççейре журналистсем мӗншӗн хăйсене хăйсем çунтарни пирки темле сăлтавпа телевизор чӗтӗремелле шавласшăн мар.

Нумай пулмасть хăлхана çуракан хыпар шарт сиктерчӗ. Шалти ӗçсен министерствин Чулхула облаçӗнчи Тӗп управленийӗн çурчӗ умӗнче «Коза Пресс» издательствăн тӗп редакторӗ Ирина Славина хăйне вут чӗртсе çунтарса янă. Журналистка хăйӗн «Фейсбукри» страницинче «Ман вилӗмре Раççей Федерацине айăплама ыйтатăп» тесе шçырса хăварнă.

«Коза Пресс» Чулхула облаçӗнчи пулăмсен çинчен цензурăсăр каласа паракан кăларăм. Паллă ӗнтӗ, ун пеккисем влаçпа килӗштерсе пурăнаймаççӗ. Пӗлтӗр кăна Ирина пирки правона хӳтӗлекен органсем тăватă протокол çырнă пулнă. Борис Немцова асăнса ирттернӗ митинг саккунсăр пулнă тесе явап тыттарнă. Кăçал коронавриус пирки тӗрӗс мар çырнă тесе штрафланă. Кил умӗнче ларакан машинин кустăрмисене шăтарнă, вăл пурăнакан подъезда Славина пирки усал сăмахлă хутсем çыпăçтарнă. Журналистка хăйне хăй çунтарас умӗн пӗр кун маларах унăн хваттерне полици ӗçченӗсемпе следовательсем ухтарнă. Вӗсем «Уçă Раççей» организаципе çыхăннă хутсене, уликăсене шыранă. «Манăн ун пекки нимӗн те çук, – тесе çырнă Ирина хăйне хăй çунтарса вӗлерес умӗн. – Анчах ҫавах хӑйсене валли мӗн илсе каймаллине тупрӗҫ — пӗтӗм флешкӑсене, ман ноутбука, хӗрӗн ноутбукне, компьютера, телефона тата пресс-конференцисен вӑхӑтӗнче эпӗ ҫырма усӑ курнӑ блокнотсене. Эпӗ ӗҫлемелли хатӗрсемсӗр юлтӑм».

Çакăн хыççăн Славинан тӳсӗмлӗхӗ вӗçне-хӗрне çитнӗ пулмалла. Вăл пурнăçран уйрăлма шутланă. Аса илтеретпӗр, паянхи пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсене тӳсеймесӗр çулталăк каялла Удмуртири Иăевскра Альберт Разин ученăй хӑйне ҫунтарса янӑччӗ. Вӑл хӑйӗн тӑван чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑччӗ. Ăна та хăвăрт манчӗç. Халӗ акă журналист вилӗмӗ. Шухăшлаттарӗ-ши вăл çӳлтисенчен кама та пулин е пӳкле вилнӗ тӗп редактора ăсран тайăлнисен шутне кӗртӗç-ши?  
Ирина Славинан «Фейсбукри» страницинчи сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев