Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Журналистсен чӑрӑшӗ – чи ҫӳлли!

Хусанта "Татмедиа" ҫурчӗн тӑррине Европӑри чи ҫӳллӗ чӑрӑш вырнаҫтарнӑ

Ҫутатса тӑракан конструкцине хусансен тата январь каникулӗсенче Хусана килекен туристсен кӑмӑлӗсене ҫӗклеме вырнаҫтарнӑ.

Каҫхи вӑхӑтра журналистсен чӑрӑшне хулан темиҫе районӗнчен курма пулать, ҫав шутра Кремль ҫумӗнчи ҫыран хӗрринчен те.

"Татмедиа" АО генеральнӑй директорӗн Шамиль Садыковӑн сӑмахӗсемпе, чӑрӑш ҫӳллешӗ 18 метра яхӑн, 12 хутлӑ офис ҫурчӗн ҫӳллӗшӗ 56 метр. Ҫапла майпа йӑлттӑркка конструкцин тӑрри ҫӗртен 74 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна илемлетме 390 метр гирлянда кирлӗ пулнӑ.

Европӑри Гранадӑра вырнаҫтаракан конструкци чи ҫӳллӗ чӑрӑш шутланать. Унӑн ҫӳллӗшӗ 55 метр. Раҫҫейре чи ҫӳллӗ чӑрӑша Красноярскра вырнаҫтараҫҫӗ, вӑл та 55 метр ҫӳллӗш пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев