Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Зиля Валеева политикăна таврăнать

Эпир Зиля Валеевăна патшалăх деятелӗ, культура ӗçченӗ пек кăна мар, общественник пек те пӗлетпӗр. Унăн авторитечӗ питӗ пысăк.

«Хусан Кремлӗ» музей-заповедникăн директорӗ Зиля Валеева Тутарстанри Общество палатин председателӗ пулса тăчӗ.
Паян ТР Патшалăх Канашӗнче Общество палатин улттăмӗш йышӗ пӗрремӗш хут туллин пухăннă. Зиля Валеева кандидатурине Общество палатин 5-мӗш пухăвӗн председателӗн çумӗ Мунир Гафиятуллин сӗннӗ.  

Эпир Зиля Валеевăна патшалăх деятелӗ, культура ӗçченӗ пек кăна мар, общественник пек те пӗлетпӗр. Унăн авторитечӗ питӗ пысăк.

«Общество палатишӗн усăллă, эффективлă пулассисӗр пуçне манăн урăх амбици çук, – тенӗ Зиля Валеева ăна сăмах парсан. – Эсир тӗрев парсассăн граждан обществин институтне аталантарма пултарасса, обществошăн усăллă пулас тесе йăлтах тăвасса шанатăп».  

Зиля Валеева паллă журналист тата политик. Вăл «Вечерняя Казань», «Советская Татария», «Известия Татарстана» хаçатсенче, ТР Аслă Канашӗн председателӗн çумӗнче, ТР Патшалăх Канашӗн çумӗнче ӗçленӗ, ТР пичет министерствине, Культура министерствине ертсе пынă. 2012 çултанпа «Хусан Кремлӗ» заповедник-музей директорӗнче тăрăшать.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев