Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Знание.Первые марафонăн пӗр площадки Хусан пулса тăрӗ

Апрелӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа 30-мӗшӗччен Раççейӗпе Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă Знание.Первые марафон иртет.

Раççейӗн кашни субъектӗнче, çав шутра çӗнӗ регионӗсенче те çамрăксемпе патшалăх ертӳçисен, культура, наука, спорт ӗçченӗсен уçă диалогӗ пулать. Пурӗ 11 площадка ӗçлӗ, тӗп площадка Мускаври Поклоная тăвӗ çинчи Çӗнтерӳ Музейӗнче вырнаçӗ.

Раççейри «Знание» обществăн генеральнăй директорӗ Максим Древаль марафона Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланипе вăл уйрăмах анлă пуласса шанать. Марафона 25 пин ытла çын хутшăнасси паллă. Ун шайӗнче Раççейри тата ют çӗршывсенчен паллă çынсем хутшăннипе лекцисем иртеççӗ. Çӗнӗ форматсем пуласса та пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь марафон