Пӗрремӗш хут йӗлтӗрпе
Эсир астăватри пӗремӗш хут йӗлтӗр çине тăнине? Миçере чухне пулса иртрӗ çакă? Пӗрремӗш утăмсен асамлă саманчӗсем асра юлччăр тесе пирӗн корреспондент хăйӗн 6 çулти хӗрӗ йӗлтӗрпе ярăннине ӳкерсе илнӗ. Халӗ пирӗн, чăвашсен, йӗлтӗр çине тăма лайăх, хавхалантаракан тӗслӗх пур - вăл Татьяна Акимова! Çӗнӗ çулти канмалли кунсене усăллăн ирттерме сунатпăр...