News by date 7 February 2025
-
Республикăра çамрăксен тӗпчевӗсем валли пӗр миллион уйăраççӗ
Тутарстанра çамрăк ученăйсене наукăпа тӗпчев ӗçӗсенче пулăшас тӗллевпе тӗрлӗ грант пуçараççӗ. Кун пирки «Татар-информ» ИА Наука кунӗ умӗн иртнӗ пресс-конференцире физикăпа математика наукисен кандидачӗ, Хусанти Завойский ячӗллӗ физикăпа техника институчӗн лабораторийӗн заведующийӗ Андрей Камашев пӗлтернӗ.
-
Кăштах кулăш
Крахьян кинеми мăнукне Петюка шывпа пемелли пистолет парнеленӗ. Савăнăçне ниçта хурайман ача тӳрех шыв тултарма чупать. Амăшӗн вара хӗпӗртес кăмăлӗ пач та çук, хăйӗн амăшӗ патне шăнкăравлать: – Анне, астăватăн-и, эпир сана ача чух шывпа пемелли пистолетпа выляса çав тери тарăхтараттăмăрччӗ? Крахьян кинеми чеен кулса: – Астумасăр ара, пит лайăх астăватăп...
-
Мӗншӗн-ха чăваш ачисене чăваш поэчӗсемпе, писателӗсемпе ачаран паллаштармалла мар?
Çамрăк чухнехи пек пăлханса кайрăм. Чи кирлӗ сăмахсем кунта, çăмăл мар самантсене çӗнтерме пулăшакан юмах ку! «Халăх шкулӗ» журналăн пӗлтӗрхи пӗр номерӗнче пичетленнӗ «Уйăх çинчи хӗр» юмах тыткăнларӗ мана. Çак юмаха çитӗнсе пынă вăхăтра вуланă пулсан Лăпкăлăх тинӗсӗ инçе маррине, ун патне çитме май пулнине пӗлнӗ пулăттăм. Пӗрре вуларăм, тепре вуларăм, унтан вырăсла предложенисене чăвашлипе танлаштарса вуларăм… Питӗ ăста, ăнланмалла çырнă. Вуланăçемӗн малалла мӗн пуласси кăсăклантарма пăрахмасть. Сăмахӗсем шыв юххи пек вуланаççӗ. Чун ыратăвне, пурин те мар пулин те, нумайăшӗн чăтса ирттерме тӳр килет. Лăпкăлăхпа Уçăмлăх тинӗсӗсем пуррине пӗлеймесӗр юлнисем те пайтах. Шел вӗсене.
-
Çутман фарăшăн та штраф
Тутарстанри çулсем çинчи фотовидеофиксаци камерисем фарисене çутмасăр пыракан машинăсене уйăрма пуçланине пӗлтерет Патшалăх автоинспекцийӗ.
-
Ольга Волкова: «Спектакль мана пурăнма хавхалантарать»
Хусанти «Луч» ыркăмăллăх организацийӗ (ертӳçи Алия Асхадуллина) усал шыçăпа аптракансене тӗрев парассипе ӗçлет. Президент грантне выляса илнӗскер, пӗлтӗр август уйăхӗнче пуçарнă «Театр искусстви онкопациентсемпе вӗсен çемйисене реабилитаци иртмелли мел» ятарлă проекта февралӗн 4-мӗшӗнче Хусанти «Чулпан» концерт залӗнче «ПроЖить» документлă спектакльпе вӗçлерӗ. Сценарири историсем пурте пурнăçран илнипе кăна мар, геройӗсемпе артисчӗсем онкопациентсем хăйсем пулнипе те паха вăл. Усал шыçăпа кӗрешекен 10 хӗрарăм сиплев çулӗпе хăй мӗнле утнине театр чӗлхипе каласа пачӗ. Проекта пирӗн ентеш, Элкел районӗнчи Хуракӳлте çуралса ӳснӗ 38-ти Ольга Волкова (Михайлова) та хутшăнчӗ.
-
Тутарстан Республикин Патшалăх гербӗн кунӗ!
Çак историлле кунпа тутарстансене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ.