News by date 8 July 2022
-
Çакăн евӗрлӗ уявсенче кашниех тăван халăхăн культури еплерех пуяннине туйса илет
Июлӗн 2-мӗшӗнче Аксури тӗп майданра районти Уяв иртрӗ. 10 сехетре пуçланчӗ мероприяти, халăх вара самай маларах пуçтарăнма пуçларӗ праçник иртекен вырăна. Курмалли, паллашмалли кăçал та пайтахчӗ – чăваш йăли-йӗркине, пурнăçне, ӗçне-хӗлне кăтартакан кил-çуртсене хатӗрлес ӗçе районти кашни ял хутлăхӗ хутшăннă.
-
Иртнисӗр малашлăх çук: «Чӗмсӗр чикӗсене тăвакансене» мемориал уçăлчӗ
Тыл ӗçченӗсем Сăр чиккине, Хусан çаврăмне чавни çинчен «Сувар» пӗрре мар çырнă, çак тертлӗ ӗçе хутшăннисен умӗнче пуç тайса пысăк проект пуçланă Чăваш Республикин çитӗнӗвӗсем çинчен те çырнă. Хамăрăн республикăри тӗпчев ӗçӗсемпе те вулаканăмăра тăтăш паллаштарса тăтăмăр.
-
Уяв – 2022: ташлар, юрлар, савăнар!
Июлӗн 10-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче Тутарстан чăвашӗсен авалтан пыракан тӗп праçникӗ – республика Уявӗ – иртет. Хусанкай çӗрӗ çинче Пӗтӗм Раççей чăвашӗсем пуçтарăнаççӗ темелле.
-
Сиктӗрме-Хусанкайри Уявăн схеми
Элкел районӗн чăвашӗсем 10 пин хăна кӗтеççӗ, вӗсенчен фольклор ушкăнӗсенче юрлакансем - 2 пин ытла çын
-
Кашни ял, кашни çемье хăй халăхне, историне хисеплени сисӗнет
Июлӗн 1-мӗшӗнче Нурлат районӗ Уява паллă турӗ. Республика парçникӗ ытти районсене куçнăранпа тăваттăмӗш çул пулсан та йӗркелӳçӗсен унчченхи пысăк яваплăхӗ сӗвӗрӗлмен. Яланхи пекех хитре те сулмаклă иртрӗ.
-
Вăрçăра хыпарсăр çухалнă аслашшӗне 25 çул шыранă
Тӗччӗре пурăнакан Анатолий Сергеевич Хохлов аслашшӗн тăприне кăçал Çимӗк вăхăтӗнче Калуга облаçӗнчен илсе килсе асламăшӗн вилтăпри çине сапрӗ. 1990-мӗш çулсенчех пуçланă шырава Анатолий Сергеевич çакăн пек çăра пăнчăпа вӗçлерӗ. Эпир унпа çулçӳреврен таврăнсанах тӗл пулса калаçрăмăр.
-
Уявра «Сувар» çырăнакана – парне!
Хаклă вулаканăмăр! Июлӗн 10-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкайра иртекен Уявра «Сувар» хаçата август уйăхӗнчен илсе тăмашкăн çырăнма пулать. Эпир, редакци ӗçченӗсем, сире хамăра уйăрса панă площадкăра хапăл туса кӗтетпӗр.
-
Ку Уяв Фатих Сибагатуллинсăр иртӗ
Арск районӗнче çуралса ӳснӗскер, Нурлат районне ертсе пыма тытăнсан вăл чăваш халăхӗпе тачăрах çыхăнса ӗçлеме пуçларӗ. Унăн çумӗсем те чăвашсемччӗ. Кама леш енче районтан-района çулсерен куçса çӳрекен «Уява» вăл Нурлатра тӗплентерчӗ. Çулран çул унăн хăвачӗ сарăлса пычӗ.