News by date 10 February 2024
-
Сыхлăх пирки мӗншӗн манатпăр-ши?
2023 çулхи çулла шăрăх пулчӗ. Халăх май уйăхӗнчех çырма-кӳлле шыва кӗме çӳрерӗ. Шыва кӗрес килет-тӗк хăшӗ-пӗри юраман вырăнне те пăхмасть вӗт. Акă Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи 2023 çулхи майăн 19-мӗшӗнче ял хутлăхне кӗрекен çырма-çатрара шыва кӗме юраманни пирки постановлени кăларнă.
-
Антонина Карсакова: «Ачасем те хам пекех вулама юратаççӗ»
Библиотекăра пурӗ 24 çул тăрăшрăм. Вăрçă ветеранӗ Илья Алексеевич Тарасов (1894 çулхи, вăрçăра пулнăскер, ялта ăна Улинкка пичче тетчӗç) сумки-сумкипе кӗнеке илсе каятчӗ, унтан çаплах кӳрсе паратчӗ. Пӗррехинче вăл пӗр кӗтмен çӗртен мана: «Эс, хӗрӗм, мӗншӗн манран пӗртте кӗнекесен содержанине ыйтмастăн?» — терӗ. Хăйӗн калаçасси килнӗ пуль ӗнтӗ.
-
Ку кӗнекере Турă панă ăс-тăнӗ те, çемье витӗмӗ те, Тăхăрьялăн тухăçлă çӗрӗ те, çав çӗр çут тӗнчене парнеленӗ паллă çыравçăсен пиллевӗ те...
Пултаруллă çыравçă Анатолий Малышев çемйинче çуралса ӳснӗ Кӗçтукран эпӗ урăххине кӗтмен те. Тӗлӗнмелле аван чӗлхе Константин Малышевăн. Очерк мелӗперех çырнă пулсан та, пурнăçӗ ал тупанӗ çинчи пек курăнать. Таса, супăньпе çунă ал тупанӗ çинчи пек. Кунта Турă панă ăс-тăнӗ те, çемье витӗмӗ те, Тăхăрьялăн тухăçлă çӗрӗ те, çав çӗр çут тӗнчене парнеленӗ паллă çыравçăсен пиллевӗ те... Тата ытти нумай пурнăç çулӗ çинче тӗл пулнă ырă çынсен витӗмӗ те пур-тăр.