News by date 11 January 2017
-
Чистайра концерт иртнӗччӗ
Шăпчăк ансамбль юбилейне халалланă концерт Çӗнӗ çул умӗн иртнӗччӗ, анчах ансамбль ертӳçи, акомпониатор Вячеслав Митрофанов мӗнле баян калани халӗ те куç умӗнче тăрать. Вăхăтран-вăхăта уçкаласа пăхса ларатăп вара илемлӗ чăваш ташшин кӗввисене.
-
Тутар передачинче чăваш хӗрӗсем саламларӗç
Тутарстанри ТНВ каналпа «Жырлыйк эле» («Атьăр, юрлар-ха!») передачăна аслисем те, пӗчӗккисем те кăмăлпах пăхаççӗ, мӗншӗн тесен унта час часах хăвăр районăрти е кӳршӗ ялти çынсене курма пулать. Январӗн 7-мӗшӗнче çак передачăра Тутарстанри тӗрлӗ халăх çамрăкӗсем куракансене хăйсен чӗлхисемпе Çӗнӗ çул ячӗпе саламларӗç. Ыттисемпе пӗрле «Раççей чăваш пики» Ксения Романова тата...