News by date 12 January 2018
-
Патшалăх стипендине 90 çамрăк илӗ
ТР Президенчӗ Р.Минниханов 90 çамрăка ятарлă стипенди парасси çинчен Указа алă пусса çирӗплетнӗ. Документа ТР Правительствин официаллă сйтне вырнаçтарнă. Çапла вара чи лайăх вӗренекен, олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийӗсенче малти вырăнсене йышăннă 22 аспирантпа адъюнкт (аслă çарпа вӗренӳ заведенийӗн аспиранчӗ), 48 студентпа курсант тата ятарлă пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗн 20 студенчӗ...
-
Православи календарӗ – 2018
Куçса пыракан праçниксем Апрелӗн 1- мӗшӗ - Турă Иерусалима кӗнӗ кун - Кăчкă праçникӗ (Вербное Воскресенье). Майăн 17-мӗшӗ - Мăнкун иртсен хӗрӗх кунтан Иисус Христос Елеон тăвӗ çинчен пӗлӗте хăпарни - Вознесени. Майăн 27-мӗшӗ - виç-ипостаçлă Таса Турă кунӗ. Мăнкун иртсен аллăмӗш кун пулакан уяв - Троица (Çимӗк). Куçман праçниксем...
-
Поликлиникăсем çӗнелеççӗ
Медицина учрежденийӗсене тӗпрен юсас программăна пурнăçа кӗртме пӗлтӗр бюджетран 4 миллиард тенкӗ укçа уйăрнă. Паянхи кун Хусанти, Çырчаллинчи тата Элметри 75 поликлиникăра юсав ӗçӗсем пыраççӗ. Вӗсене кирлӗ оборудованисемпе тата сӗтел-пуканпа та тивӗçтернӗ ӗнтӗ. Аса илтеретпӗр, асăннă программа 2017-2018 çулсенче ӗçлет, ăна пурнăçа кӗртме пурӗ 7,5 миллиард тенкӗ укçа тăкаклӗç. Çапла...