News by date 15 February 2017
-
Вырсарни шкулӗ чăвашсене кӗтет
Февралӗн 19-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ Петӗр Хусанкая халалласа литературăпа музыка кунне ирттерет. Мероприятие Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсем, тутар халăх поэчӗсем хутшăнасси паллă. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекенсем чăваш халăх поэчӗн 110 çулхи юбилейне халалланă концерт лартаççӗ. «Петӗр Хусанкай пирӗншӗн çав тери çывăх: ентеш...
-
Хусанта интернационалист-салтак кунӗ иртрӗ
Пурте аманса таврăнман-тăр ку вăрçăран, анчах чӗре суранӗ халӗ те кашнинех аптăратать пулмалла. «Афганецсем» пек туслă çар йышӗ çӗршыв историйӗнче урăх пур-ши? Афганистанран пирӗн çарсене кăларнăранпа 28 çул çитнине паллă турӗç Хусанти интернационалист-салтаксен палăкӗ умӗнче. Афган вăрçинче Хусантан 2 пин ытла салтакпа офицер хутшăннă, 34-шӗ çапăçусенче вилнӗ, 108-шӗ суранланнă. 275...