News by date 15 August 2017
-
Чăваш «Раскольниковне» 16 çула лартнă
Ку хăрушă преступлени кăçал апрель уйăхӗнче Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗре пулнăччӗ. 90-ри кукамăшне тăван мăнукӗ укçашăн пуçӗнчен пуртăпа çапса вӗлернӗччӗ. Следстви кăтартнă тăрăх, Ульяновск хулинче пурăнакан 19 çулти мăнукӗ йӗрке хуралçисенчен тарса кукамăшӗ патне килнӗ. Анчах кунта та лăпланса пурăнас темен ахăр. Кукамăшӗнчен 20 пин тенкӗ укçа ыйтнă вăл. Ӗмӗрне...
-
Хальлӗхе Владимир Никитин (Нурлат) малта
Республикăра тырçи хӗрсе пырать. Паянхи кун тӗлне 1077,6 пин тонна тырпул пухса кӗртнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 38 центнер. Хальхи вăхăтра тырçире Заинск, Нурлат, Апас, районӗсем малта. Çаплах Аксу, Азнакай, Кайпăçпа Элмет районӗсенче те темпсем пысăк. Юлашки даннăйсем тăрăх, комбайнерсенчен Нурлат районӗнчи Владимир Никитин («Сулейманов ячӗллӗ» хуçалăх) малта. Вăл...
-
Хусан чӗринче гимн ян каять
Хусан чӗрине - Кремле - юлашки вăхăтра чун кӗчӗ тейӗн, кунта хальччен пулман япаласем пулса иртеççӗ: çемье çавăрма шутланисене çырăнтараççӗ, джас фестивалӗ... Августăн 25-26-мӗшӗсенче вара Раççей, Тутарстан гимнӗсем илтӗнӗç. Илтӗнӗç тени тӗрӗс те мар пуль-ха - кӗрлӗç. Раççей, Казахстан тата Турцин 18 оркестрӗ харăсах Раççей, унтан Тутарстан гимнӗсене янратӗ. Çав...
-
Çӳтă кӳлӗ 90 тултарчӗ
Çакăн пек илемлӗ ятпа çӳрет Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ. Августăн 12-мӗшӗнче вăл хăйӗн 90 çулхи юбилейне сумлăн паллă турӗ. Ял мӗнле пуçланса кайнине çуткӳлсем Элмет районӗнчи пӳсрексемпе пӗрле театрализациленӗ представленипе питӗ ӗнентерӳллӗн кăтартнă. Тӗлӗнмелле çак хитре вырăна пуçласа Элмет районӗнчи Пӳсрек ялӗнчи тӗне кӗмен чăвашсем: Степан Паймуллин, Петриван Владимиров,...