News by date 17 April 2026
-
35 çул ӗç шыракансемпе ӗç сӗнекенсене пулăшаççӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Тутарстанра тӗрлӗ экономика отраслӗнчен 350 ӗç паракан 10 пин ытла ваканси сӗнчӗ ӗç шыракана
-
Питбайка пыракан çамрăка курсан автоинспекторсене пӗлтермелле
Юлашки вăхăтра çамрăк водительсем хутшăннипе пулакан аварисен шучӗ ӳссе пырать. Çакăнпа кӗрешес тесе патшалăх автоинспекцийӗ республикăра пурăнакансене мототранспорт рулӗ умне ларнă çул çитмен ачасем çинчен пӗлтерме ыйтать.
-
Тутарстан çулӗсем çинче виçӗ уйăхра 543 инкек пулнă
Çул çитмен ачасем хутшăннипе пулнă кашни инкек çинчен Следстви комитетне пӗлтереççӗ, ашшӗ-амăшне РФ Уголовнăй кодексӗн 151.2 статйипе явап тыттарӗç, кашни инкек çинчен массăллă хыпар хатӗрӗсенче çырӗç.
-
«Никрут юрри» фестиваль-конкурсăн зонăри тапхăрӗ Çӗпрелӗнче иртрӗ
Паян, апрелӗн 17-мӗшӗнче Çӗпрел районӗн Культура çуртӗнче «Никрут юрри» республика конкурсӗн зонăри суйлав тапхăрӗ пулчӗ. Вăл «Йăла-йӗрке», «Ушкăнпа юрласси», «Пӗччен юрласси» номинацисемпе иртрӗ.
-
Аксу волонтерӗсем салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗпе 48-мӗш хут çула тухнă
Аксу районӗнчи волонтерсем апрелӗн 14-мӗшӗнче СВОна 48-мӗш пулăшу караванне ăсатрӗç. Хальхинче салтаксене кирлӗ япаласене вырăна çитерме пилӗк машинăпа (виççӗшӗ унтах ентеш-хӳтӗлевçӗсем валли юлӗç, иккӗшӗпе волонтерсем каялла таврăнӗç) Александр Убейкин, Алексей Макаров, Роман Сулейманкин, Алексей Петрянкин, Алексей Маклаков, Андрей Золин, Андрей Тимирясов тата Александр Семенов çула тухрӗç. Районта пурăнакансем вӗсене чӗререн тав тăваççӗ, аван кайса килме сунаççӗ.
-
Пăхăрçăра «Эпир маттур ачасем» конкурс-вăйă иртрӗ
Чăвашла калаçма тата культурăпа йăла-йӗркене мӗнле пӗлнине кăтартмаллаччӗ.
-
700 пин ытла çын хăйсене кредит илме чарнă
Кăçал март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикăра пурăнакан 737 212 çын хăйсене кредит илме чарнă. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗн çумӗ Альберт Яковлев пӗлтернӗ.