Укçа çине Хусан та кӗресшӗн
Июлӗн 28-мӗшӗнче çӗрле твоя-Россия.рф сайтра Раççей Банкӗн 200 тата 2000 тенкӗлӗх банкночӗсем çине мӗн вырнаçтарасси пирки ирттернӗ сасăлавăн пӗрремӗш тапхăрӗ вӗçленет. Çакăн хыççăн суйлав иртнӗ конкурсант-хуласем паллă пулаççӗ.
Июлӗн 19-мӗшӗ тӗлне сасăлавра 850 ытла пин çын хутшăннă, вӗсем 4,5 пин символшăн сасăланă. 31 хулари 43 символ 5 пиншер сасă пухни...