Сувар

Новости за 13 апреля 2016

  • 13 апреля 2016 - 15:22
    Чăваш чӗлхи Кунне халалласа Хусанта концерт пулать
    Апрелӗн 23-мӗшӗнче ТР Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче Хусанти чăвашсем Чăваш чӗлхи кунне паллă тума хатӗрленеççӗ. Çак кун вӗсене Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ пултарулăхӗпе савăнтарӗ. Кăçал «Чӗкеç» ансамбль 25 çул тултарнине шута илсен Елена Кондюковăпа Виталий Маторкин ертсе пыракан коллектив куракан умне хăйӗн репертураӗнчи чи илемлӗ юрă-ташăпа тухасса шанас килет.
  • 13 апреля 2016 - 15:01
    Хусанти чăвашсем ТР ЧНКА Конференцине яма делегатсем суйлӗç
    Хусанта пурăнакан чăваш хастарӗсем апрелӗн 18-мӗшӗнче 18 сехетре ТР Халăхсен Туслăхӗн çуртне пухăнса республикăри Чăваш наципе культура автономийӗн черетсӗр отчетпа суйлав Конференцине яма делегатсем суйлама пухăнӗç. Тӗлпулра çавăн пекех Хусанти чăваш науципе культура центрӗн çывăх вăхăтри ӗç планне те пăхса тухӗç.
  • 13 апреля 2016 - 14:35
    Тутарстанри чăвашсем республикăри наципе культура автономийӗн конфренцине хатӗрленеççӗ
    Апрелӗн 24-мӗшӗнче 12.00 сехетре Аксу поселокӗнч Çамрăксен центрӗнче Тутарстанри ЧНКАн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртӗ. Унта çӗнӗ Канаш тата унăн Председательне суйлама палăртнă. Хальхи вăхăтра районсенчи чăваш наципе культура центрӗсем Конференцине яма делегатсем суйлаççӗ.
Реклама