News by date 10 May 2016
-
Сăра сакки сарлака, этем сывлăхӗ кӗске
Эрех сăра сиенӗ пирки нумай калаçатпăр. Анчах та сçынсем сахалтарах ӗçме тытăнни хальлӗхе курăнмасть-ха. Чухăннисем йӳнерех эрех шыраççӗ, пуянсем хаклăраххине.Эрех-сăра рекламине нумай çӗрте чарчӗç пулсан та ӗçме чарăнасси пирки сăмах пымасть-ха хальлӗхе. Çынсем мӗнле ӗçнӗ çавăн пек ӗçеççӗ. Çав вăхăтра эрех ӗçни чылай çынна чӗре чирӗпе, сăра ӗçни пӳре чирӗпе...
-
упрăр туслăха
Юлташу çине ӳпкелесен те, Ан васка, кăларăн çиллӳне. Эс айăпличчен чамаласа пăх Туслăхпа тăшманлăх виçине. Тантăшу васкарӗ кăна мар-и, Ăнсăртарн кӳрентерсе сана? Çылăхланчӗ те вăл, халсăрланчӗ, Айăпне ан асилтер ăна. Ватăла-киле эпир хавшатпăр, Кун-çулсем иртсе пымассерен Туссене çăмăллăн çухататпăр. Тупасси - йывăрланать сӗре. Шанчăклă лашу çула тухсассăн Урине пăта тăрăнтарсан...
-
Малашне вăрçă ветеранӗсем вырăнне афганецсем тăрӗç
Юлашки вăхăтра Çӗнтерӳ парадне сахлтан та сахалрах ветеран хутшăнать. Паллă ӗнтӗ, çулсем иртсе пыраççӗ. Çапах нумай çӗрте Çӗнтерӳ митингӗсене Афганистани вăрçа хутшăннисене чӗнесси йăлана кӗре пуçланă. Вӗсем форма тăхăнса, хăйсен медалюсене çакса вăрçă ачисемпе, тыл ӗçченӗсемпе пӗрле уявра тухса сăмах калаççӗ, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнаççӗ.
-
«Вилӗмсӗр полка» каши ялта çӗршер сăнӳкерчӗк илсе тухаççӗ
Раççейре çак кунсенче иртекен «Вилӗмсӗр полк« акцие кашни ял, кашни хула хутшăнать. Пирӗн çӗршывра кăна мар, ют патшалăхсенче те ентешсем асăну маршӗсене ирттереççӗ. Тӗнчипе çак йыш темише миллион çынна çитет пулмалла. «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансен шучӗ çулсерен ӳссе пырать.
-
Пăва районӗнчи ЧНКЦ председателӗ 50 çул тултарчӗ
Пăвари чи пысăк «Орхидея» ресторан комплексӗ иртнӗ эрне вӗçӗнче таврари чăвашсене пуçтарчӗ. Кунта майăн 7-мӗшӗнче хăйӗн 50 çулхи юбилейне вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Владимир Анатольевич Ильин паллă турӗ. Ăна саламлама хăнасем, хусантан, Чӗмпӗртен, Шупашкартан, Самарăран килсе çитрӗç. Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра юрă» ансамбле те курма пулчӗ юбиляра...
-
Пăва районӗнчи «пӗрремӗш номерлӗ» чăваша Олег Мустаев саламларӗ
Паллă телеертӳçӗ, «Еткер» фонд йӗркелесе яракан Олег Мустаев хальхи вăхăтра Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен наципе культура автономине ертсе пырать. Вăл иртнӗ шăматкун Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн Канашэӗн председательне Владимир Анатольевич Ильина юбилейӗ ячӗпе саламларӗ.