Сиктӗрме-Хусанкайри музее Академи Дипломӗпе чысланă
Июлӗн 20-мӗшӗнче Чăваш Енри пысăк делегаци Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче пулса курчӗ. Делегацие паллă общество деятелӗсем, ученăйсем, çыравçăсем, журналистсем, вузсен преподавателӗсем кӗчӗç. Вӗсем П.П.Хусанкай ячӗллӗ музейăн ӗçне пысăка хурса хакларӗç. Таврапӗлӳ тата тӗпчев ӗçне анлăн ирттренӗшӗн, чăваш халăхӗн историне, Чăваш Республикин наука, искусство, культура ӗçченӗсене халалланă мероприятисенче хутшăннăшăн пирӗн музее...