News by date 15 September 2016
-
Кăштах хамăр çинчен
«Сувар» хаçат редакцийӗ Хусанта вырнаçнă. Вăл нумай çул Чистопольски урамӗнчи 5-мӗш çуртăн иккӗмӗш этажӗнче вырнаçнăччӗ. 2013 çулта пӗр авкă вăхăт эпир Горький паркӗ çывăхӗнчи Академически урамри 2-мӗш çуртраччӗ, унтан Декабристсен урамӗнчи 2 çурта, издательствона куçрăмăр. Халӗ унта «Татмедиа» агентство вырнаçнă. Пирӗн 7-мӗш этажри чӳречерен Хусан Кремлӗ ал тупанӗ çинчи пек...
-
Хоккей матчӗ вăхăтӗнче Хусаншăн сасăлăпăр
Паян Хусанти «Татнефть-Арена» пăр керменӗнче 19.30 сехетре «Ак Барс» тата Омскри «Авангард» хушшинче матч иртет. Вăйă умӗн тата тăхтавсенче Хусанти пуçару ушкăнӗ куракансемпе пӗрле Тутарстан тӗп хулине 200 е 2000 тенкӗлӗх банкнотăсем çине кӗртес тесе пысăк акци ирттерӗ. Команда #200казань шантарнă тăрăх, активистсем Хусан мӗншӗн укçа çинче ӳкерӗнме тивӗç пулнине...
-
Хусан укçа çинче пичетленме пултарать
Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Центробанк йӗркеленӗ сасăлавăн финал тапхăрӗ пуçланчӗ. Ун тăрăх 200 тата 2000 тенкӗлӗх укçасем çине Раççейри хăш хуласем вырнаçасси паллă пулать. Кашни вулакан октябрӗн 7-мӗшӗччен ТВОЯ-РОССИЯ.РФ сайтра вунă хуларан иккӗшне суйласа илме пултарать. Финалистсен хушшинче Хусан та пултни савăнтарать.