Сувар

Новости за 18 сентября 2016

  • 18 сентября 2016 - 13:45
    Процентсем ÿссе пыраççĕ
    15:00 сехет тĕлне Тутарстанри суйлакансен 44,6 проценчĕ сасăланă. Чи активлă сасăлакансем Атня (явка 92,91%), Кайпăç (91,31%). Виççĕмĕш вырăнта Рустам Минниханов Президентăн тăван Саба районĕ - 85,97 процент.
    1036
    0
    0
  • 18 сентября 2016 - 12:25
    Суйлав участокĕсене лайăх сыхлаççĕ
    Тутарстанри суйлав участокĕсене 5 пин ытла полицейский хураллать. Çакăн çинчен Тĕп Суйлав Комиссийĕн пресс-центрĕнче ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, полици начальникĕ Рафаиль Гильманов пĕлтерчĕ. Ун сăмахĕсемпе суйлав тăнăçлă иртет. Кăçал йĕрке хуралçисен йышĕсене ÿстернĕ хушма отрячĕсем Хусансăр пуçне Тюлячи, Спасски, Аксу районĕсенче ĕçлеççĕ. >
    1077
    0
    0
  • 18 сентября 2016 - 10:46
    М.Шаймиев: "Пуш сăмах нумай илтрĕмĕр"
    ТР Патшалăх канашçи Минтимер Шаймиев мăшăрĕпе пĕрле паянхи сасăлава хутшăннă. Журналистсемпе калаçнă чухне вăл хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ: "Пире яваплăрах пултарас килет. Вăхăтсем çăмăлах мар, политикăра та, экономика сферинче те. Çавăнпа та эпир камгăн хамăрăн сасăсене паратпăр, çавсен нихçанхинчен яваплăрах пулмалла. Эпир хамăр та куртăмăр, эсир те асăрхарăр пуль: РФ Патшалăх...
    1127
    0
    0
  • 18 сентября 2016 - 09:27
    Çĕпрел районĕнчи суйлакансенчен 35 проценчĕ сасăланă
    Районти суйлав участокĕсене кăнтăрла тĕлне суйлав çулĕнчи халăхран 35 проценчĕ сассисене пама ĕлкĕрнĕ. Иртнĕ çултисемпе танлаштарсан ку явка пысăк шутланать
    1121
    0
    0
  • 18 сентября 2016 - 08:20
    Пирĕн редактор сасăлава хутшăнчĕ
    Сентябрĕн 16-мĕшĕнче ирхине 8 сехет те 30 минутра "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев Хусанти 177-мĕш лицейра вырнаçнă 252 номерлĕ суйлав комиссийĕнче сасăларĕ. 12:00 сехет тĕлне Редакцире ĕçлекенсен 80 проценчĕ сасăланă.
    1067
    0
    0
  • 18 сентября 2016 - 07:51
    Сасăланă çынсемшĕн авобуссем тÿлевсĕр
    Суйлав кунĕ Хусан тата Республикăри ытти хуласенчи общество транспорчĕн маршручĕсем сасăлама ĕлкĕрнĕ çынсемшĕн тÿлевсĕр пулĕç, çав шутра метро та. Хусанта суйлав вĕçленсен сасăланă çынсем валли Игорь Николаев тата Сергей Лазарев концерт кăтартĕç.
    1054
    0
    0
  • 18 сентября 2016 - 07:37
    Ирхине 10.00 сехет тĕлне Тутарстанри суйлакансен 15% сасăлама ĕлкĕрнĕ
    Главасем пĕр-пĕринпе ăмăртни сисĕне пуçларĕ. Уйрăм районсемпе илсен сахал халăхлă Апас, Кайпăç, Тюлячи районĕсем сасăлас енĕпе 40 процентран иртнĕ. Хусана илес пулсан, кунти явка 10 сехет тĕлне аран 5% иртнĕ.
    1039
    0
    0
  • 18 сентября 2016 - 06:39
    Суйлав вырăнĕсем уçăлчĕç
    Мĕнех, пуçлар. Паян Раççейре Патшалăх Думине суйлаççĕ. Кандидатсем парти списокĕсемпе тата пĕр мандатлă округсемпе суйланса депутат пулса тăма пултараççĕ. Тутарстанра 2824 суйлав участокĕ уçăлнă, ĕçлет, вĕсенче 2 миллион та 800 пин ытла суйлакана кĕтеççĕ.
    1102
    0
    0
Реклама